Валентина Суханова хӑнана килнӗ

Валентина Суханова-Белова Коми Республикинчи Ухта хулинчен Шупашкара хăнана килчě. Вăл Чӑваш наци конгресěнче ЧНК ěçтăвком председателěпе Нина Андреевӑпа, ЧНК культура енӗпе ӗҫлекен комитет ертÿçипе Вера Архиповăпа тěл пулса калаçрě. Ҫавăн пекех Шупашкарти Чăваш наци библиотекинчи «Наци кěтречě. Константин Иванова халалласа» курава çитсе паллашрě. Валентина Беловӑн этника ҫӗршывӗ – Чăваш Республикин Сӗнтӗрвӑрринчи Пуснаркасси ялě. Унӑн ашшӗпе…