ТĂВАН (ЧĂВАШ) ЧĔЛХЕПЕ ЛИТЕРАТУРА ВĔРЕНТЕКЕНСЕМ ПĔЛĔВЕ ӲСТЕРЧĔÇ
Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекенсем Шуршăлăн А.Г. Николаев космонавт летчикĕн мемориал комплексне пухăнчĕç. Музейĕн пĕр пӳлĕмĕнче «Пирĕн ентешсем, Чăваш Енĕн мухтавлă çыннисем – çамрăк ăрушăн паха тĕслĕх» темăпа лару иртрĕ. Ларăва авиацин генерал-майорĕ Андриян Николаев тĕнче уçлăхĕнче вĕçевре 60 çул çитнине халалларĕç. Вĕрентекенсен ларăвĕпе канашлăвне Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи…