Уҫӑ алӑксен Кунӗ

Авăн уйăхӗн 23-мӗшӗнче Чăваш наци конгресěн ěç планěпе килěшÿллěн Канаш районěнче уçă алăксен Кунě иртрě. Ку уява конгресěн президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынипе Шупашкартан тата республикӑн тěрлě кěтесěнчен ЧНК районсенчи вырăнти уйрăмсен ертÿçисен пысӑк делегацийӗ хутшăнчě. Чи малтанах Ҫеçпěл Мишшин палăкě умěнче митинг пулчě. Пухăннисем кăвар чěреллě чăваш халăх ывăлне пуç тайрěç. Чăваш сăвăçи куçне…

Культура комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ. Комитет кун йӗркипе килӗшуллӗн виҫӗ ыйту пӑхса тухрӗ. Ӗҫтешсем кӑҫалхи ҫулталӑкӑн пуҫламӑш ҫур ҫулӗнче туса ирттернӗ ӗҫе пӗтӗмлетрӗҫ. Чӑваш наци конгресӗн 30 ҫулне халалланӑ раштав уйӑхӗн 3-4-мӗш кунӗсенче пулмалла мероприятисен программипе тата сценарипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» наци костюмӗн регионсем хушшинчи III фестиваль-конкурсне…

Чӑваш Республикин культурӑн тавах тивӗҫлӗ ӗҫченӗ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуш уйӑхӗн 31-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн культурăра нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗн пайташне, ТЮЗăн аслă администраторне Роза Витальевна Степановăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Хисеплěрен те хисеплě Роза — Кěлчечек! Сире Чăваш Енěн пултаруллă та маттур юрăçне, Чăваш наци конгресěн культура…

90-мӗш сезон…

Авăн уйăхěн 20-мěшěнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 90-мӗш театр сезонě Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулě» спектаклěпе уçăлчě. Чаплӑ каҫа театр пуçлăхӗпе Елена Николаевăпа тěп режиссерě Байрас Ибрагимов уçрěç. Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова тухса сăмах каларӗ. «Куккук куҫҫулӗ» спектакль куракансене уйрӑм ҫын сӑнарӗ витӗр чӑваш халӑхӗн историйӗпе…

Гуманитари пулӑшӑвӗ ҫинчен…

Аван уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев Муркашран килнӗ Сергей Галицынпа тата Пензӑран килнӗ Денис Щербаковпа тӗл пулчӗ. Калаҫу ятарласа ирттерекен операцинче хутшăнакан «Атӑл» батальонри салтаксемпе офицерсем валли гуманитари пулӑшӑвне хатěрлесе илсе каясси ҫинчен пычӗ. Елизавета Долгова

Яланах асра

Чӗмпӗр чӑвашӗсен наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, паллӑ журналист Олег Мустаев кӑҫал пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ. Паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, О.Н. Мустаев вилтӑпри умӗнче Шупашкартан пуҫ тайма килнӗ делегаци пулчӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, конгресс ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров, ЧНК ваттисен Канашӗн ертӳҫи…

Хӑвӑн пӗлӳпе паллаштар

Раççей Федерацийĕн çут ĕç Министерстви «Пĕлӳ» Раççей пĕрлешĕвĕпе пĕрле авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 9-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнче «Хăвăн пĕлӳпе паллаштар» акци ирттерчĕ. Акцин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шкул ачисене пĕлӳ – халăх пурлăхĕ пулнине ăнланма тата ăс-хакăлпа пултарулăха аталантарма пулăшасси пулчĕ. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 8-мĕш шкулĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен «Хăвăн пĕлӳпе паллаштар»…

Никита Бичурин ҫуралнӑранпа 245 ҫул ҫитрӗ

Авăн уйăхěн 9 — мěшěнче Сěнтěрвăрри районěнчи Шěнерпуç (Бичурино) ялěнче, Никита Яковлевич Бичурин çуралнăранпа 245 çул çитнине халалласа палăк уçрěç. Çак паллă куна уявлама тěрлě çěртен хăнасем килсе çитрěç: Китай, Саха(Якути) Республикисенчен, Мускав, Шупашкар хулисенчен. Паллă та сумлă хăнасемпе пěрле Чăваш Наци Конгресěнчен те ěçтешсем килсе çитрěç. Чăваш Наци Конгресěн президенчě Валерий Леонидович Клементьев сăмах…

100000 тонна тӗштырӑ пухнӑ

«Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗсем пуҫарнипе республикӑри пултарулӑх коллективӗсен пайташӗсемпе пӗрле 51 ҫынран тӑракан ушкӑнпа Чӑваш Ен историйӗпе ҫыхӑннӑ туризм маршрутне тӗрӗслесе тухрӑмӑр. Эпир «Хусанкаевски» хуҫалӑха та ҫитрӗмӗр, кунта 100000 тонна тӗштырӑ пухнӑ иккен. Рекорд! Савӑнӑҫлӑ хыпарпа пирӗн Чӑваш Ен делегацийӗ И.И. Казанкова ӑшшӑн саламларӗ. Пирӗншӗн Иван Иванович хуҫалӑхӗнче 40 комбайн пӗр харӑсах пӗр уйра…