Яланах асра

Чӗмпӗр чӑвашӗсен наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, паллӑ журналист Олег Мустаев кӑҫал пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ. Паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, О.Н. Мустаев вилтӑпри умӗнче Шупашкартан пуҫ тайма килнӗ делегаци пулчӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, конгресс ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров, ЧНК ваттисен Канашӗн ертӳҫи…