Сӗнтӗрвӑрри районӗн пики

Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Чӑваш пики-2022″ 1-мӗш тур конкурс иртрӗ. Ӑмӑртура мала тухнӑ Шуршӑл ял тӑрӑхӗн хӗрне Волкова Татьянӑна чун-чӗререн саламлатпӑр,» — хыпарлать Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗн ЧНК вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Надежда Краснова. Елизавета Долгова

Ӑсталӑх урокӗ иртрӗ

Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусан хулин вырсарни шкулӗн чӑваш уйрӑмӗнче вӗрентекенсемпе тата ачасен ашшӗ-амӑшӗпе чӑваш чӗлхи вӗрентекен Юлия Анисимова ӑсталӑх урокӗ ирттерчӗ. Урокра чӑваш чӗлхин кӗнеке тытӑмӗпе тата унпа ӗҫлемелли сайтпа паллашттарчӗ. Елизавета Долгова

Тӗрлӗ халӑх чӗлхипе диктант иртрӗ

Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусан хулин Халӑх туслӑхӗсен ҫуртӗнчи нумай чӗлхеллӗ вырсарни шкулӗнче Тутарстан Республикинче пурӑнакан тӗрлӗ халӑх чӗлхипе диктант иртрӗ. Кашни халӑх ҫынни хӑйӗн чӗлхипе диктант ҫырчӗ. Чӑваш Енрен килнӗ конгресс хастарӗсем Геронтий Никифоровпа Юлия Анисимова чӑвашла диктант ҫырчӗҫ. Елизавета Долгова

Нумай чӗлхеллӗ вырсарни шкулӗнче

Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусан хулин «Нумай чӗлхеллӗ вырсарни шкулӗнче» регионсем хушшинчи нумай чӗлхеллӗ условинче чӑваш чӗлхине аталантарас тата упрас ыйтупа практикӑпа вӗрентӳ семинарӗн кун йӗрки анлӑ. 10:00 сехетре семинар хӑнисемпе Тутарстан Халӑхӗсен Ассоцийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Константин Геннадиевич Яковлев тӗлпулу ирттерчӗ. Пӗлӗве ӳстермелли семинар 11:00 сехетре уҫӑлчӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Тутарстан Республикин наципе культура автономи председателӗн ҫумӗ…

Нумай чӗлхеллӗ вырсарни шкулӗнче

2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусан хулин «Нумай чӗлхеллӗ вырсарни шкулӗнче» регионсем хушшинчи нумай чӗлхеллӗ условинче чӑваш чӗлхине аталантарас тата упрас ыйтупа практикӑпа вӗрентӳ семинарӗ пулать. Ӗҫлӗ калаҫӑва хутшӑнма Чӑваш Республикин тӗп хулинчен делегаци ҫула тухрӗ. Унӑн йышӗнче: Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, регионсем шайӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен Ассоциацийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоровпа, конгресс…