Туслӑх кӗперӗ хывӑнчӗ

Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинчи историпе илемĕш музей комплексĕнче чăваш тĕррин кунне халалланă семинар иртрĕ. Унта Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем тата Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен Ассоциацийĕн ертӳçи Геронтий Никифоров, ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Федотов хутшăнчĕç. Семинара пухăнисене «Сударушка» фольклор ансамблĕ (ертсе пыракан – Елена Лаврентьева)…