Салам сӑмахӗсем…

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем! Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн ячӗпе Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа чун-чӗререн саламлатӑп! Пурте кӑмӑллакан ҫак ҫутӑ уявсем чун ӑшшипе пуян, ырӑ улшӑнусем пуласса тата чи хаклӑ ӗмӗтсем пурнӑҫланасса кӗтнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Иртсе пыракан ҫул ҫанӑ тавӑрса ӗҫленипе, пуçаруллă пулнипе, тăван халăхшăн ырă ĕçсем тунипе, ҫӗршывра ҫеҫ…

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн Ҫӗнӗ ҫул саламӗ

Хисеплě ентешсем! Асамлă Çěнě çул пирěн алăкран шаккать, Кивě çулпа сывпуллашма вăхăт çитрě. 2022 çулта халăхшăн нумай усăллă ěç турăмăр. «Чăваш наци конгресě калаçать» передачăра радио микрофонě умěнче, Чăваш наци конгресěн сайчěпе социаллă сетьсен страницисенче хамăр тунă ěçсем çинчен пěлтерсех тăтăмăр. ЧНК çумěнче регионсем хушшинчи чăваш чěлхипе литератури вěрентекенсен Ассоциацине йěркелерěмěр, республикăри шкулсенче чăваш чěлхи…

Муркашра…

«Паян Муркашра Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне тата Раҫҫейри Халӑхсен культура еткерӗн ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «хупрӗҫ». Ҫак мероприятине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачĕ, Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ Николай Угаслов хутшӑнчӗ», — пӗлтерет Муркаш енӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Наталия Николаева.

Ӑмӑртура ҫӗнтернӗ

Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев республика конкурсӗсен «Патшалӑх граждан служащийӗ» тата «Чи Лайӑх муниципалитет служащийӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. «Муниципалитет районӗн, муниципалитет округӗн, хула округӗн Чи Лайӑх служащийӗ» номинацире Чӑваш наци конгресӗн Ҫӗмӗрле енӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ, Ҫӗмӗрле администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Мостайкин ҫӗнтернӗ. Елизавета Долгова

99 лет «Паха тӗрӗ»

26 декабря 2022 в рамках празднования 99 — летия фирмы художественных промыслов «Паха тӗрӗ» в Национальном музее состоялось награждение победителей межрегионального конкурса «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи» . На данном мероприятии принял участие президент Чувашского национального конгресса Клементьев Валерий Леонидович. Он всех работников фирмы «Паха тӗрӗ» поздравил с 99-летием и вручил в подарок книгу «Были мы, и…

Чӑваш наци конгресӗ 30 ҫулта. Сӑнӳкерчӗксем…

Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленнӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалланӑ уявсем кӗрлесе иртсе кайрӗҫ. Асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем юлчӗҫ. 10.12.2022 Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ Канашӗн ларӑвӗн делегачӗсем Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залне кӗнӗ саманта сӑнлакан ӳкерчӗксен пуххи. Елизавета Долгова

Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!

Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар хулин «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографинче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» («Были мы, и есть, и будем») кӗнеке кун ҫути курчӗ. Кӑларӑмӑн презентацийӗ 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пулать. Елизавета Долгова

Чӑваш Республикин халӑх учителӗ

Хисеплӗ ӗҫтешсем! 2023 ҫул — Вӗрентекен тата вӗрентӳҫӗ ҫулталӑкӗ. Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен Ассоциацийӗ сӗннипе 2023 ҫулта Чӑваш Республикинче «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ята кӗртеҫҫӗ. Ку ҫӗнӗ хисеплӗ ят. «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ят Чӑваш Республикин педагогика облаҫӗнчи чи пысӑк патшалӑх награди пулать. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекен»…