Салам сӑмахӗсем…

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем! Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн ячӗпе Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа чун-чӗререн саламлатӑп! Пурте кӑмӑллакан ҫак ҫутӑ уявсем чун ӑшшипе пуян, ырӑ улшӑнусем пуласса тата чи хаклӑ ӗмӗтсем пурнӑҫланасса кӗтнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Иртсе пыракан ҫул ҫанӑ тавӑрса ӗҫленипе, пуçаруллă пулнипе, тăван халăхшăн ырă ĕçсем тунипе, ҫӗршывра ҫеҫ…

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн Ҫӗнӗ ҫул саламӗ

Хисеплě ентешсем! Асамлă Çěнě çул пирěн алăкран шаккать, Кивě çулпа сывпуллашма вăхăт çитрě. 2022 çулта халăхшăн нумай усăллă ěç турăмăр. «Чăваш наци конгресě калаçать» передачăра радио микрофонě умěнче, Чăваш наци конгресěн сайчěпе социаллă сетьсен страницисенче хамăр тунă ěçсем çинчен пěлтерсех тăтăмăр. ЧНК çумěнче регионсем хушшинчи чăваш чěлхипе литератури вěрентекенсен Ассоциацине йěркелерěмěр, республикăри шкулсенче чăваш чěлхи…