«Хастар» ушкăнě ěçлě тěлпулăва пуçтарăнчě

Иртнě эрнере Чăваш наци конгресěн «Хастар» ушкăнě ěçлě тěлпулăва пуçтарăнса тěрлě кăсăк ыйтусем сÿтсе явса пурнăçа кěртме калаçса татăлчě. Пуш уйăхěн 8-мěшěнче Тěнчери хěрарăмсен кунне «Хěрарăмсене мухтаса» сăвă кăларăмě ÿкерсе, кăтартаса саламлама. Ака уйăхěн 23-мěшěнче «Кěмěл сасă» тата вěренÿ институчěнче наукӑпа практика конференцине, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче уçă алăксен кунне ирттерсси çинчен…

ЧНК президиумěн ларăвě иртрě

Пуш уйăхěн 4-мěшěнче Чăваш наци конгресěн çуртěнче Конгресс президиумěн ларăвě иртрě. Кун йěркинчи ыйтусемпе килěшуллěн малтан ЧНК президенчě В.Л. Клементьев «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество пӗрлешӗвӗ 30 ҫул тултарнине ирттерме хатĕрленĕ ӗҫ планĕн проектне ҫирӗплетесси ҫинчен пěлтерчě. Тата ЧНК ҫамрăксен комитечĕн ěçě-хěлěпе, Чăвашсен Ваттисен Тĕп Канашĕн пухăвĕ 2022 ҫулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче пăхса тухнă…

Чӑваш Енӗн паллӑ ентешӗсене халалланӑ Ҫулталӑк уҫӑлчӗ

Пуш уйăхěн 3-мěшěнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш Енӗн паллӑ ентешӗсене халалланӑ Ҫулталӑка уҫрě республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Уявăн хисеплě хăнисенчен пěри – Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев. Пирӗн ентешӗмӗрсем, Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем, — пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх. Вӗсен ӗҫӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем вара – хӑйсен тӗллевне уҫҫӑн курса тӑни тата йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе суйласа илнӗ ҫулпа ҫирӗппӗн…

Пултаруллă ачасен шкулне уçасшăн

Пуш уйăхěн 3-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев патěнче тěлпулура пулчěç: конгресăн Ваттисен Канашěн ертÿçи тата философи ăслăлăхěсен докторě В.А. Федотов, Раççей аслă шкулěн тава тивěçлě ěçченě Н.К. Кириллов, Чăваш Республикин вěренěвěн тава тивěçлě ěçченě тата тава тивěçлě экологě Ф.А. Корягин, Раççей Федерацийěн пěтěмěшле пěлÿ паракан хисеплě ěçченě тата ЧНК вěренÿ комитечěн пайташě Г.Л.…

Куславкка ентешлӗхӗн Канашӗн ларӑвӗ иртрӗ

Пуш уйăхěн 2-мěшěнче Чăваш наци конгресӗн ҫуртӗнче Куславкка ентешлӗхӗн Канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче виçě ыйту пулчě. Пěрремěш ыйту – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Смолин поэта асӑнса «Смолин вулавěсем» ирттересси çинчен. Паллӑ поэта халалласа çак вулава Кулсавкка район администрацийӗпе ентешлӗхӗ кăçал 9-мӗш хут йӗркелет. Иккěмěш ыйту – Республика Кунне Куславкка районӗнче уявлама…

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулнӑ тěлпулу

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л. Клементьев патне ӗҫлӗ тěлпулăва килчěç: Ҫěмěрле районěн пуҫлӑхӗн çумě – Ҫӗмӗрле муниципалитет (пилот) округӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн ертÿçи, ЧНК президенчӗн полномочиллӗ представителӗ А.А. Мостайкин тата Чӑваш Республикин çыравçисен пěрлешěвěн председателěн çумě Ю.В. Дадюков. Вěсем Валерий Леонидовичпа пěрле çывăх вăхăтра Конгресăн ӗҫ планěпе килěшÿллěн иртекен…

Чӑваш Ене мухтаса

ЛАУРЕАТЫ IV Международного фестиваля-конкурса литературно-музыкального творчества «Чӑваш Ене мухтаса» (О тебе, моя Чувашия!) НОМИНАЦИЯ «ЛИТЕРАТУРНОЕ ЧТЕНИЕ» Лауреаты I степени: Соснова Ольга Николаевна Юманлыхский сельский клуб Аликовского района Чувашской Республики Семёнова Зинаида Николаева (Зинаида Сурпан) село Кирюшкино Фёдоровский район Башкирия Лауреаты II степени: Никитина Ольга МБОУ «Средняя общеобразовательная школа» д. Новофедоровка муниципального района Аургазинского района Республики…

Ҫӗнӗ Сăвар архитектурӑпа этнографи комплексěн вырăнěнче хула никěсленě

2022 ҫулхи нарăс уйăхěн 27 – мӗшӗнче ирхине ирех эпир, Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсем В.Л. Клементьев президентпа пӗрле, Тутарстан Республикинчи Сиктěрме-Хусанкай ялěнче пултӑмӑр. Кунта пулас Ҫӗнӗ Сăвар архитектурӑпа этнографи комплексěн вырăнěнче хула никěсленě çěре хутшăнтăмăр. Пире Аттиллăпа унăн çывăх çыннисем кěтсе илсе Ҫěнě Сăвар хулашěн «Никěс пăтти» йăли-йěркине пирěнпе пěрле ирттерчěç. Чěннě хăнасем нумайăн килнě.…

Ěпхÿ хулинчен килнӗ

Нарăс уйăхěн 25-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев патне тěрлě ыйтупа килекен çын нумай пулчě. Анчах та калаçăва ытларах Пушкăртри Ěпхÿ хулинчен килнě чăвашсем çинчен пуçлас килет. Вěсем Иван Григорьевич Тарасов тата Вячеслав Михайлович Ерохинпа Мударис Харисович Сафин пулчěç. Иван Григорьевич, шкул директорě пулнă май, хăйěн ěçě-хěлěсем çинчен каласа пачě. Шӑп 30 ҫул каялла…

Ҫěнě Сăвар хулине никěслеççě

Илтекеннисем илтěр! Илтменнисене – калӑр. Нарăс уйăхěн 27-мěшěнче пирӗн вӑхӑтшăн пӗлтерӗшлӗ пулăм пулě. Тутар Республикинчи Элкел районěнчи Сиктěрме-Хусанкай ялěнче Ҫěнě Сăвар хулине никěслеççě. Ҫак хыпара сÿтсе яврěç паян Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев тата тин çеç Хусантан таврăннă Конгресăн «Чӑваш ялӗ» комитечěн ертÿçи Э.К. Бахмисов. Тепěр хыпар – Эдуард Константинович Хусанта Тутар Республикин культура…