ЧНК «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет ларӑвӗ иртрӗ

Утă уйăхěн 19-мěшěнче Чăваш наци конгресěн «Чăваш хěрарăмě» комитечӗ ларăва пуçтарăнчě. Ěçтешсем 2022 çулхи ěç планне тишкерчěç, паянхи кунчен туса ирттернě мероприятисене хакласа пěтěмлетрěç. «Хěрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс-фестивале йěркелесе ирттересси çинчен калаçрěç, тапхăрěсене сÿтсе яврěç, яваплисене çирěплетрěç. «Анлă Атăл ытамěнче» чунçÿрев чаршавне уçрěç. Атăл çинчен çырнă сăвă-юрă Раиса Сарпи, Роза Деменцова, Нина Димитриева,…

Правительственная телеграмма

В адрес президента Чувашского национального конгресса Валерия Клементьева поступила правительственная телеграмма. «Уважаемый Валерий Леонидович! Примите слова благодарности за большую помощь в организации и проведении чувашского национального праздника «Уяв — 2022″, прошедшего на малой родине выдающегося общественного деятеля, чувашского поэта и переводчика Петра Хузангая в селе Сиктерме-Хузангаево Алькеевского района Республики Татарстан. Праздник чувашской культуры, отмечавшийся на…

«Уяв — 2022» ҫӳллӗ шайра иртрӗ

Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Сиктерме-Хусанкай ялӗнче «Звениговский» ялхуҫалӑх производство кооперативӗн ертӳҫи Иван Казанков пуху ирттерчӗ. Сӑмахӗ «Ҫӗнӗ Сӑвар» архитектурӑпа этнографи туризм комплексӗнче ирттернӗ чăваш культурин «Уяв-2022» йӗри-тавра пычӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев хутшӑнчӗ. Ӗҫтешсем уява ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн пурне те тав турӗҫ, парнесем парса чысларӗҫ. Елизавета Долгова Сӑнӳкерчӗкӗсен…

Талпасӑ «ҫавра сӗтелӗ»

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин Талпасӑ (Толбазы) ялӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев «ҫавра сӗтел» ирттерчӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ушкӑнӗсен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Ӗҫтешсем пӗр-пӗрне хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ, малашнехи мероприятисене пӗрле хутшӑнса йӗркелесе ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ. Ҫапла майпа вара, Талпасӑ «ҫавра сӗтелӗ» питех те тухӑҫлӑ пулчӗ. Кунта «Канаш» ятлӑ Пушкӑрт регионӗнчи…

Пушкӑртстан Республикинче чӑваш культурин УЯВӗ иртрӗ

Чăвашсен илемлě УЯВě иртрě Пушкăрт Енěн Аургазински районěн тěп ялě Толбазы çумěнчи тӳремре. Кун пек фестивале кунта икӗ ҫулта пӗрре хатěрлеççě иккен. Пушкӑртстан Республикин пуçлăхě Радий Хабиров çак чӑваш культурин «Уяв» регионсем хушшинчи виҫҫӗмӗш фестиваль шучӗпе иртнине тата Пушкăртстан – нумай нациллě республика, тӗрлӗ халӑх представителӗсем ӗмӗр-ӗмӗр хӑйсен йӑлисене, культурисене, чӗлхисене упраса, килӗштерсе пурӑннине палăртрě,…

Айтӑр, Пушкӑрта пӗрле каяр!

Паян Чӑваш Республикинче пурӑнакан чӑвашсем Пушкӑрт Республикин Аургазински районӗнчи Юламаново ялне ҫула тухрӑмӑр. Кунта ыран, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, регионсем хушшинчи lll Чӑваш культурин УЯВӗ иртет. Пирӗн ҫул Тутарстан Республикин тӗп хули урлӑ выртать. Хусанта пирӗн пӗрремӗш кану чарӑнӑвӗ пулчӗ. Эпир Хусанти ГТРК студийӗнче пултӑмӑр. Кунта пире питӗ тарават кӗтсе илчӗҫ, тутлӑ чей ӗҫтерчӗҫ. Ах, хырӑн…

Уявра чӑваш шкулӗ ӗҫлерӗ

УЯВРА ЧĂВАШ ШКУЛĔ ĔÇЛЕРĔ Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутар Республикин Элкел районĕн Сиктĕрме-Хусанкай ялĕ çумĕнче Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Уявĕ кĕрлесе иртрĕ. Ака-суха вĕçленнĕ ячĕпе ирттерекен авалхи Уява чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалларĕç. Тĕрлĕ халăх çыннисем хăйсен тумĕпе пыни Уява сăн кĕртрĕ. Ял çумĕнчи илемлĕ лапамра архитектурăпа этнографи туристсен комплексĕнче Çĕнĕ Сăвар…

Чӑваш культурин УЯВӗ иртрӗ

Пирӗн мухтавлӑ ентеш чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул тултарнине халалланӑ чăваш культурин уявӗ иртрӗ Тутарстанри Сиктерме-Хусанкай тӑрӑхӗн «Ҫӗнӗ Сӑвар» архитектурӑпа этнографи туризм комплексӗнче. Уявра Тутарстан Республикин президенчě Рустам Минниханов, Чăваш Ен пуçлăхě Олег Николаев, Раççей Федерацийěн коммунистсен партийӗн тӗп канашӗн председателӗ Геннадий Зюганов, Тутарстан Республикин Патшалăх Канашěн председателě Фарид Мухаметшин, Чăваш Республикин…