Василий Артемьевич 75 ҫул тултарчӗ

Паян, 2022 çулхи чÿк уйăхěн 10-мěшěнче, Комсомольск районěн Кěçěн Каçал ялěнче çуралса ÿснě, Ҫěнě Шупашкарта пурăнакан Василий Артемьевич Федотов 75 çул тултарчӗ. В.А. Федотов – философи ăслăлăхěсен докторě, И.Н. Ульянов ячěпе хисепленекен ЧГУ профессорě, Чăваш Республикин культурăн тава тивěçлě ěçченě, Чăваш Республикин наукăн тава тивěçлě ěçченě, Пěтěм тěнчери информатизаци академийěн пайташě, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер…

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн саламӗ

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем! Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе чун- чӗререн саламлатӑп! Ҫак уяв пирӗншӗн уйрӑм пӗлтерӗшлӗ. Халӑх пӗрлӗхӗ, халӑх паттӑрлӑх кӑтартма ялан хатӗр пулни — Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн мӑнаҫлӑхӗн никӗсӗ. Эпир чӑннипех те ялпа, мирпе, халăхпа пĕрле кирек мӗнле тӗллеве те пурнӑҫлама пултаратпӑр! Сире пурне те ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур ырӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, чун ҫураҫулӑхне, юрату, телей…

Геннадий Волков музейӗ уҫӑлчӗ

ГЕННАДИЙ ВОЛКОВ МУЗЕЙĔ УÇĂЛЧĔ 2022 ҫулхи чӳк уйăхĕн 1-мӗшӗнче Елчĕк районĕн Г. Н. Волков ячĕпе хисепленекен шкулĕнче сумлă ентешӗмӗрӗн, тӗнчипе паллӑ этнопедагогăн, Геннадий Волков академикӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне халалланӑ «Гени çулӗ» музейĕ уçăлчĕ. Ҫак паллă пулăма Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Л.В. Левый, «Елчĕк ен» хаҫат тӗп редакторӗ, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăм ертӳçи Н.Ф. Малышкин, Аслă…

Г.Н. Волков академике асӑнса

Г.Н. Волков академика асӑнса… 2022 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчӗ Г.Н. Волков академик ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Ку ятпа Шупашкарти 12-мӗш шкулта педагогсен наукӑпа меслетлӗх конференцийӗ «Халӑх вӗрентӗвӗн йӑла-йӗркийӗ – вӗрентекенӗн чун-чӗре культурин тӗп шӑнӑрӗ» ятпа иртрӗ.. Конференцие хулари чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем ҫеҫ мар, пӗтӗм республикӑри учительсем хутшӑнчӗҫ. Кунсӑр пуҫне Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен, Мускав облаҫӗнчен педагогсем…

Литература музыка каҫӗ ӑшӑ иртрӗ

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин С. Маршак ячĕпе хисепленекен библиотекăра чăваш халăх поэтне Светлана Асамата халалласа литературăпа музыка каçĕ иртрĕ. Кăçал çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче хисеплĕ Светлана Васильевна 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Литературăпа музыка каçне йĕркелекенсем Çĕнĕ Шупашкар хулин Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕ пулчĕç. Уяв каçне…

Ахах-мерчен аваллӑхӗ

Екатерина Ефремова ячĕллĕ «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче 14.00 сехетре пуҫланать… Хаклă ентешĕмĕрсем! Пурне те хапăл тусах кĕтетпĕр! «Аваллăхсăр малашлăх çук», — теççĕ халăхра. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăр тата чӑвашсен паллӑ ҫыннисен эткерлӗхне тӗрлӗ халӑх патне илсе ҫитерес енӗпе Чӑваш наци конгресӗн культура…

Икӗ енлӗ Килӗшӳ

2022 çулхи юпа уйăхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тěп хулин Халӑхсен туслӑх çуртӗнче «Пӗлсем пирӗннисене» («Знай наших») Ентешсен форумě иртрӗ. Тӗлпулун тӗллевӗсенсен пӗри — «Чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗсем: ӗнер, паян, ыран» («Чувашские национально-культурные объединения: «вчера, сегодня, завтра») темӑпа ҫавра сӗтел ирттересси пулчӗ. Ҫавра сӗтелӗн пӗтӗмлетӗвӗ — Раҫҫей Федерацийӗн наципе культура автономийӗ тата «Чӑваш наци конгресӗ» регионсен…