Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ
Паян, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявлатпӑр! Хисеплĕ ентешсем, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем! Сире паянхи пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа чун-чӗререн саламлатпӑр. Сире, ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ тата пурнӑҫлакан тӑван халӑх ывӑлӗ-хӗрӗсене, хисеплесе, сирӗн хастарлӑха, пултарулӑха, паттӑрлӑха сума суса сирӗн умра пуҫӑмӑрсене таятпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, телей сунатпӑр. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев