Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш президиум ларăвĕ иртнĕ.
Унăн ĕçне ЧНК президенчĕ В.Л.Клементьев йĕркелесе ертнĕ.
Президиум пайташĕсем ЧНК Комитечĕсене йĕркеленĕ тата вĕсен ертÿçисене палăртрнă.
«Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществă организацийĕн Президиум ларăвĕ 12 комитет йышăннă:
1 Вĕренÿ комичечĕ
2 Культура комичечĕ
3 Çамрăксемпе ĕçлекен комитет
4 Раççей регионĕсенчи ЧНК уйрăмĕсемпе ĕçлекен комитет
5 Вырăнти ЧНК уйрăмĕсемпе ĕçлекен комитет
6 Физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен комитет
7 Саккунпа право йĕркипе ĕçлекен тата меслетпе канаш паракан комитет
8 Экономика енĕпе ĕçлекен комитет
9 Массăллă информаци хатĕрĕсен енĕпе ĕçлекен комитет
10 «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет
11 «Чăваш ялĕ» комитет
12 «Çирĕп сывлăхлă наци» комитет
«Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществă организацийĕн 2021-2026 çулсенче ĕçлекен комитетсен çак ертÿçисене çирĕплетнĕ:
Иванова Алина Михайловна – вĕренÿ комичечĕ
Архипова Вера Севастьяновна – культура комичечĕ
Лукина Алиса Александровна – çамрăксемпе ĕçлекен комитет
Тяпкин Владимир Геннадьевич – Раççей регион.сенчи ЧНК уйрăмĕсемпе ĕçлекен комитет
Васильев Виталий Петрович – физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен комитет
Павлов Александр Николаевич – саккунпа право йĕркипе ĕçлекен тата меслетпе канаш паракан комитет
Краснов Михаил Николаевич – вырёнти ЧНК уйрём.семпе .=лекен комитет
Яковлева Зоя Аркадьевна – массăллă информаци хатĕрĕсен енĕпе ĕçлекен комитет
Мареева Юлия Петровна – «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет
Бахмисов Эдуард Константинович – «Чăваш ялĕ» комитет
Зорин Юрий Александрович – «Çирĕп сывлăхлă наци» комитет
Мешков Олег Вадимович – экономика енĕпе ĕçлекен комитет