2022 ҫулхи нарăс уйăхěн 19-мӗшӗнче чăваш халăхěн паллă ывăлě Федор Иванович Мадуров пиртен ěмěрлěхех уйрăлса кайрě. Ҫак пулăм чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк ҫухату пулнине чунтан хурланса Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев тата Конгресăн пайташěсем пӗлтереҫҫӗ.
Федор Иванович Мадуров 1941 çулхи ака уйăхěн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енěн Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак поселокӗнче чӑваш ҫемйинче ҫуралса ÿснě.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультечěнчен 1966 ҫулта вӗренсе тухса Совет ҫарне граждăнла тивӗҫне пурнӑҫлама кайнă. Таврăнсан, пӗр вӑхӑт Чӑваш пединститучӗн художествӑпа графика факультечӗн вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. 1970 ҫултан пуҫласа Раççейри Художество фончӗн Чӑваш пултарулӑхпа производство мастерскойӗн скульпторӗ пулса вӑй хунӑ, ěçěсене наци темипе тата халӑх пултарулӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ.
Пӗтӗм тӗнчере, хамăр çěршывра иртекен куравсенче хутшӑнма 1966 ҫултан пуҫланă. 1983 ҫултанпа – СССР художникӗсен Союзӗн членӗ.
Чӑваш скульпторӗ авалхи тӑван халăх историйӗпе мифологи паттӑрӗсен портретлӑ сӑнарӗсен серине туса хунӑ. Скульпторӑн ěçěсен куравӗсем 1992 тата 2002 ҫулсенче Шупашкарта, ҫавӑн пекех 1995 ҫулта Чěмпěрте иртнӗ. 1989 ҫулта Шупашкарта Петěр Егоров палӑкӗн проекчěсен конкурсěнче Ф.И. Мадуровăн ěçě пӗрремӗш вырӑн йышӑннă. 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникне Федор Ивановича 75 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Вӑрҫӑ ачисем» скульптура, графика тата живопись (тěслě сăрăсемпе ÿкерес ăсталăх) куравӗсем уҫнӑ.
Федор Иванович Чӑваш Республикинче пурнӑҫланӑ монументлӑ комплекссен авторӗ: пилӗк кӗлеткеллӗ «Утлӑ Ҫар», ҫичӗ кӗлеткеллӗ «Вӑйӑ карти», вунҫичӗ фигурӑллӑ «Саркиль». Ҫак ӗҫе малалла тӑсни «Виҫӗ юланутҫӑ – виҫӗ çутçанталăк вăйě» (2001-2015ҫ.) хайлавӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Ултӑ йывӑҫ кӗлеткеллӗ виçě метр çÿлěшě «Ěмěрсем» (Эпохи) (2010-2016ҫ.) тата «Чӑваш хаклӑхӗсем» (2017ҫ.) ӗҫсен графика серийӗ. Хӗвелтухӑҫа тěпчес ěçе никӗслекен Никита Бичуринăн Кӳкеҫри Н. Бичурин музейě умӗнче лартнă монументлӑ палăкěн авторӗ. Шупашкар хулинчи скульптурăн музей-ҫурчӗн хуҫи, унта унӑн бронзӑран тунӑ илемлӗ ěçěсен ретне экспонациленӗ. Шупашкар хулинчи чăваш тěнне ěненекенсен «Керменчук» храм комплексне тăваканě.
Федор Мадуров хайлавӗсем Чӑваш патшалӑх художество музейӗн, Патшалӑх Третьяков галерейин, Патшалӑх вырӑс музейӗн пухӑвӗсенче упранаçҫӗ. БАМ темипе ӳкернӗ ӳкерчӗксене Раҫҫей Федерацийӗн культура Министерствин фондне илнӗ. 1989 ҫулта Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗн ятне панӑ. Ҫавӑн пекех Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ комсомол премийӗн лауреачӗ. 1990 — 1994 ҫулсенче — Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн вуниккӗмӗш созыв депутачӗ. Юлашки çулсенче Чăваш наци конгресěн ваттисен Канашěн пайташě пулнă.
Елизавета Долгова