Пуш уйăхěн 18-мěшěнче Чӑваш Республикинчи наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем Шупашкарти халӑхсен Туслӑхӗн Çуртӗнче пурте пěрле пухăнчěç. Пурте пěрле пěр шухăшлă пулса Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В. Путинӑн Украина тата Донецкпа Луганск пирки çирěплетнě йышӑнӑвěсене пӗтӗмпех ырланине пěлтерсе уçă çыру çырчěç.
Пухăва Чӑваш Енри пурӑнакан халӑхсен Ассамблейин пуçлăхӗ, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Л.И. Черкесов ертсе пычě.









