ЧНК «Хастар» комитетăн пайташěсем кăсăклă ҫынпа – пуканесене пурнăç парнелекен тата чăвашла калаçма, сӑпка юррисене юрлама вӗрентекен ăстаҫăпа Валентина Валериановна Беловӑпа тӗл пулчӗҫ…
В.В. Белова 1988 ҫулхи юпа уйăхěн 12-мӗшӗнче Чӑваш енěн Муркаш тăрăхěнчи Çěмěртлěх Чемей (Лебедкино) ялěнче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта Шупашкарти Г.С. Лебедев ячěллě лицей-интернатран вӗренсе тухнӑ, 2011 ҫулта – И.Я. Яковлев ячěллě Чăваш патшалăх педагогика университетне хěрлě дипломпа пěтернě. Малалла Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн аслӑ редакторӗнче вӑй хунӑ. Унӑн авторлӑ «Пěччен Мар», «Ҫемье ăшши» кӑларӑмӗсем республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен конкурсӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. 2013 ҫулта Валентина Белова Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине тивӗҫнӗ.
Елизавета Долгова
Сӑнÿкерчӗкӗсем Нина Андреевӑн





