Паян Чăваш наци конгресěн Канаш районěнчи уйрăмěн Канашěн ларăвě иртрě. Канашăн пайěсене (комитечěсене) тата вěсен ертӳçисене çирěплетрěмěр.
Кун йěркипе килěшӳллěн Чăваш наци конгресě ирттерекен конкурссемпе фестивальсене ирттермелли йěркипе паллашрăмăр, унта хутшăнакансене палăртрăмăр.
Ака уйăхěнче чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсемшěн уйрăмах хěрӳ вăхăт – паллă ентешсен пултарулăх каçěсене, ачасем хушшинче тěрлě конкурс, шкулсенче чăваш чěлхи эрнине, районта чăваш чěлхи кунне ирттермелле. Çавна май палăртнă мероприятисен планěсене те йышпа сӳтсе яврăмăр.
ЧНК Канашри уйрăмě