Пěлтерÿ
Хисеплě вулакан!
Эпир пěлетпěр ěнтě, çак эрнере пирěн Чăваш наци конгресěн ěç планěпе килěшÿллěн яваплӑ мероприятисем пулса иртеççě.
Ака уйăхěн 15-мěшěнче «Янра, чăваш чěлхи!» çамрăксен форумě Шупашкар районěнчи Кӗҫен Сӗнтӗр (Малый Сундырь) ялěнче пулать (10:00-14:00).
Ака уйăхěн 16-мěшěнче Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-ăмăрту «Кěмěл сасă-2022» иртет. Ҫак юрă уявě Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăк куравçă театрĕнче 10:00 сехетре пуçланать те 14:00 сехетре вěçленет. Каярахпа, çак кунах 17:00 сехетре, «Кěмěл сасă-2022» уявăн гала-концерчě куракансене савăнтарě.
Ака уйăхěн 16-мěшěнче чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен регионсем шайěнчи конференцийě И.Н. Ульянов ячěллě Чăваш патшалăх университечěнче иртě (10:00-15:00).