Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе мухтавлă ентешсен Çулталăкне тата чăваш чĕлхи Кунне халалланă «Кĕмĕл сасă-2022» эстрада юррисен пĕтĕм Раççейри 23-мĕш конкурс фестивалĕ ăнăçлă иртрě.
Çак юрă уявě — чăвашлăх управçи, тĕрлĕ вырăнта пурăнакан пултаруллă çамрăксене пĕрлештерсе тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ — тăван культурăна, тăван чĕлхене упраса хăварасси, аталантарасси.
Питěр, Чĕмпĕр, Пенза хулисенчен, Самар облаçĕнчен, Тутарстанпа Пушкăрт тăрăхěсенчен, Чăваш Республикин тĕрлĕ ял-хулинчен 19 каччăсемпе хĕрсем тата пултарулăх ушкăнěсем чӑваш юррине юрлас ӑсталӑхне кӑтартас тӗлӗшпе тӑрӑшрӗç, конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн чăвашла эстрада юррисене шăрантарса палăртрĕç.
«Кĕмĕл сасă» юрăçсен ăмăртăвне пĕтĕмлетме Чӑваш наци конгресӗн президенчě Валерий Леонидович Клементьев тата жюри председателě — ЧНК вице-президенчě, «Ыр кӑмӑллӑх» фончӗн ертӳҫи Павел Николаевич Вязов сцена çине тухрěç. Вěсем «Кĕмĕл сасă» эстрада юррисен фестивалě чăвашла юрлакан çамрăк юрăçсене ÿнер тĕнчинче малашнехи пысăк утăмсем тума пулăшнине палăртрěç тата саламласа та тав туса конкурсра мала тухнисене Дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларěç. Гала-концертра ăмăртура чапа тухнă юрăçсем хăйсен пултарулăх композицийěсемпе паллаштарчěç.
Ушкӑнпа юрласа çěнтернě пикесем Кристина Сусловăпа Диана Макеева «Сик-тух» чăваш халăхěн юррипе куракансене савăнтарчěç (Пушкăрт Республики, Çтерлĕ хули).
Ушкӑнпа юрласа иккӗмӗш вырӑна тухнă маттур юрăçсем Сергей Иванов, Людмила Засыпкина тата Людмила Андреева – (Чăваш Республики, Элĕк районĕ).
Ушкӑнпа юрласа виççӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ шăпчăксем Анна Кузнецова, Кристина Федорова, Оксана Прокопьева, Светлана Бахтинова (Чěмпěр облаçě).
«Кěмěл сасă-2022» фестиваль-конкурсăн дипломанчě» ятне тивěçрěç:
София Александрова (Йĕпреç районĕ);
Людмила Андреева (Элĕк районĕ);
Евгения Арисова (Чĕмпĕр хули);
Полина Васильева (Çĕрпÿ районĕ);
Екатерина Краснова (Сĕнтĕрвăрри районĕ);
Мария Кудряшова (Шăмăршă районĕ);
Василина Трофимова (Ӗренпур облаçĕ);
Виктория Трончук (Çĕмĕрле хули);
Марина Чолак (Пенза облаçĕ);
Мария Овечкина (Пенза облаçĕ);
«Хăйне евěр ăста юрлакан юрăç» — Наталия Петрова (Муркаш районĕ);
«Куракансем килěштернě юрăç» — Кристина Суслова (Пушкăрт Республики);
«Чи çепěç сасăллă юрăç» — Василиса Павлова (Шăмăршă районĕ);
3-мӗш степеньлӗ дипломант — Полина Серебрякова Валентина Тарават юррине юрласа мала тухрě (Чĕмпĕр хули);
2-мӗш степеньлӗ дипломант — Марина Кириллова («Ҫепӗҫ туйӑм», кӗвви Константин Марковăн, сӑвви Павел Семеновăн), (Питěр хули);
1-мӗш степеньлӗ дипломант — Елена Порфирьева («Ҫурхи каҫ» юрăна шăрантарчě, кӗвви Константин Марковăн, сӑвви Зоя Сывлӑмпин), (Чăваш Республики, Красноармейски районĕ);
3-мӗш вырăн лауреачě — Мария Ямщикова («Эпӗ ӗмӗтлентӗм», кӗввипе сӑвви Вероника Арисовăн), (Чĕмпĕр хули);
3-мӗш вырăн лауреачě — Диана Молярова («Эс ӗмӗтлен», кӗввипе сӑвви Вероника Арисовăн), (Шупашкар хули);
3-мӗш вырăн лауреачě — Ангелина Антонова («Чӑваш ачине», кӗвви Валентин Кузнецовӑн, сӑвви Ҫеҫпӗл Мишшин), (Чăваш Республики, Канаш районĕ);
2-мӗш вырăн лауреачě — Лев Плотников («Хурлӑхан» юрӑ янӑратрě, кӗвви Алексей Наумовăн, сӑвви Юрий Сементерӗн), (Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ);
1-мӗш вырӑн лауреачě — Георгий Смирнов («Пар лашапала», чăваш халăх юрри), (Чăваш Республики, Елчĕк районĕ);
«Гран-при» тивӗҫрӗ Кристина Сусловăна («Пӗрле ялан», кӗвви Рашид Хабибуллинӑн, сӑвви Владимир Петровăн), (Пушкăрт Республики, Çтерлĕ хули).
«Кěмěл сасă» фестиваль-конкурсăн спонсорěсене çакăн пек илемлě те паха чăваш юррин уявне йěркелеме пулăшнăшăн чунтан тав туса асăнса хăварас килет:
1)Николай Угаслов — Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн депутачĕ;
2)Юрий Зорин — ЧНК вице-президенчĕ, «Дент-а-мед» стоматологи центрĕн тĕп тухтăрĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн депутачĕ;
3)Павел Вязов — ЧНК вице-президенчĕ, «Ыр кăмăллăх» фончĕн ертÿçи, «ВЯЗПА» строительство компанийĕн пуçлăхě;
4)Олег Мешков — ЧНК вице-президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн депутачĕ;
5)Алексей Муллин — «Деловые дороги» пĕрлешÿн тěп директорĕ, ЧНК Мăн Канаш пайташĕ;
6) Роза Иванова — «Лента» акционерлă обществăн тěп директорĕ, Чăваш Республикин обществăлла палатин пайташĕ;
7)Раиса Казакова-Сэйт — юрăç;
8) Алина Варна — юрăç;
9) Александр Вражкин — «СВ-Пресс» издательство ушкăнĕн директорĕ;
10) Информ-медиа компанийě;
11) Олег Жемчугов — Пенза облаçĕнчи Неверкино районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ;
12) Юрий Карпов — «Волгоресстрой» строительство компанийĕн директорĕ, «Чăваш Енри Кире спорчĕн федерацийĕн» ертÿçи.
Уявра Раççей Федерацийěн культурăн тава тивěçлě ěçченне Валентина Николаевна Игнатьевăна (Тарават) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тата «Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитни» астӑвӑм медальне парса чысларěç.
Фестивальте Чăваш Енěн паллă артисчěсем хутшăнчěç: Вячеслав Христофоров «Янра, юрă» ушкăнпа; Августа Уляндина ушкăнпа, Алексей Шадриков тата Сергей Петров, Роза Степанова, Ирина Тихонова, Алексей Иванов, Алина Федорова. Вěсем çамрăк ěçтешěсене саламласа ырларěç, юрă юрласа савăнтарчěç.
Уява хутшăннă юрăçсене, ушкăнсене, куракансене, сцена çинчен ертсе пыракансене Ирина Лампасовăпа Алексей Иванова, пĕтĕм хастар та вĕри чĕреллĕ чăвашсене чĕререн тав тăватпăр! Малашлăхра ăнăçу тата пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Елизавета Долгова