Ҫак кунсенче Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче Нестер Янкас премийĕн 2021 çулхи лауреачĕсене чысларĕç. Унта Нестер Янкас поэт ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхĕ лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх тӑратнӑ Степанов Александр Иванович (Пӑртта) артиста, драматурга тата сӑвӑҫа тӑван театрта 70 ытла сӑнар калӑплама пултарнӑшӑн, драматургире 12 пьеса ҫырса сцена ҫине кӑларнӑшӑн тата 2021 ҫулта «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кĕнеке (повесть, калав, пьеса пуххи) пичетлсе кӑларнӑшӑн тата Чӑваш Республикин Красноармейски муниципалитет округӗн хӗрарӑмĕсен канашӗ тӑратнӑ Порфирьева Елена Юрьевна (Эншей) радиожурналиста тата эстрада юрӑҫине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем шӑратнӑшӑн, чӑваш культурине Интернет-медиа анлӑшӗнче сарма тӑрӑшулӑх çитернĕшĕн, тăван халăхшăн тунӑ сумлӑ ӗҫсемшӗн тата Чӑваш патшалӑх радикомпанинче илемлӗ кăларăмсене лайăх хатӗрленӗшӗн Нестер Янкас премипе чысларĕç. Пӗрлӗхӗн ертӳҫи Прокопьев И.А. (Иван Чураль), наградӑсем парас енӗпе ӗҫленӗ комиссин председателӗ Михайлов В.М. (Аксар Чунтупай) премие тивĕçнĕ лауреатсен ĕçĕ-хĕлне пысăк хак пачĕç, парнесемпе савăнтарчĕç.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Красноармейски муниципалитет округӗн депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Алком» строительство организацийӗн ертӳҫине, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫине Алексей Николаевич Львова ҫуралнӑранпа 60 ҫул тултарнӑ май Трак енри культурӑпа искусствӑна аталантарас тӗлӗшпе тунӑ пуҫаруллӑ ӗҫсемшӗн, Красноармейски ял тӑрӑхне илемпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе тӑрӑшулӑх кӑтартнӑшӑн, округ центрӗн чысне-сумне республикӑмӑр умӗнче тивӗҫлӗ шая ҫӗкленӗшӗн Чӑваш Республикин Красноармейски муниципалитет округӗн Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чысларĕç.
«Трак ен» ентешлӗхӗн ҫӗнӗ ертӳçи Архипов И.Л. тата «Алком» фирма ертӳҫи Львов А.Н. Трак енĕн паллӑ ҫыннине, тӑван тавралӑх ҫинчен ҫырнӑ 25 кӗнеке авторне, 88 ҫулхи юрӑҫа тата таврапӗлӳҫе Гурий Дуброва (Кӑмакал Курккине) ентешлӗхӗн «За дружбу и верность» медалӗпе чысларӗҫ, ҫӗнӗ лауреатсене вара парнесем парса саламларӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ертӳҫи Михайлова З.П. асӑннӑ пултаруллӑ ҫынсене пӗтӗм кӑмӑлтан ӑшшӑн саламларӗ, асӑнмалӑх парнесем пачӗ.
Ҫак мероприятирех чӑваш эстрада юрӑҫин Елена Эншейӗн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Чаплӑ концерт виҫӗ сехет ытла пычӗ. Ӑста юрӑҫа ҫуралнӑ кун ячӗпе тата Нестер Янкас ячӗллӗ преми илнӗ ячĕпе те саламлакансем нумай пулчӗҫ. ЧНКан «Хастар» ушкӑнĕн пикисемпе пӗрле уява килнĕ Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев Хисеп хучӗпе чысларӗ. Красноармейски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе Рена Осипова саламларӗ. «Трак ен» ентешлӗх хастарӗсем – Алексей Львовпа Иван Архипов – парнесем парса чыс турӗҫ. Елена Юрьевна хӑйӗн уҫӑ та илемлӗ сассипе пурне те тыткӑнларӗ. Куракансем ытти артистсен пултарулӑхне те курса киленчӗҫ.
Виталий Михайлов, Трак ен