ЧНК «Хастар» ҫамрӑксен ушкӑнӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе Шупашкарти Çӗнтерӳ паркӗнче тӗлпулу йӗркелерӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В. Л. Клементьев сӑмах тухса каларӗ, сӳнми ҫулӑм умне хастарсемпе, шкул ачисемпе тата ветерансемпе пěрле чечексем хучӗ.
Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем чунпа пěрре те ватӑлмаҫҫӗ! Ку питех те савăнтарать-çке. Чи асли – 99 çулти Анна Титовна Иванова, çамрăкраххисем вара – 97-ри Агриппина Алексеевна Яновичпа Нил Гаврилович Морозов.
Пурте пӗрле Давид Тухманов композитор кěвěленě «День победы» юрра чӑвашла шăрантартăмăр. Çак юррăн вырăсла сăмахěсен авторě Владимир Харитонов пулнине эпир пěлетпěр, чӑвашла куçараканě вара – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенě Галина Енейкина.
Çывхарса килекен çěнтерӳ Кунне халалланă тӗлпулу конгресс ҫуртӗнче хаваслă лару-тăрура вěçленчě.
Елизавета Долгова