«2022 ҫулхи «Музейсен каҫӗ» ҫывхарать!» — пěлтерчěç паян Таллинри чăвашсем.
Ҫу уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Эстонири Таллин хулинчи чӑваш халӑх культурин Музейӗ «Музейсен каҫне» йыхравлать…
Уяв асăннă кунсенче кашни каçах 18:00 сехетрен пуçласа 23:00 сехетчен пырать. Мěнле асамлă самантсем кěтеç-ши пире «Музейсен каçěсенче»?
Елизавета Долгова
