Сиктерме-Хусанкай ялӗнче утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртекен уява хатӗрленессин хӗрӳ тапхӑрӗ пуҫланчӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш ялӗ» комитечӗн ертӳҫипе Эдуард Бахмисовпа ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова тата Халӑх промыслисен ӑстисен ассоциацийӗн председателӗ Зинаида Воронова Сиктермене ҫитсе Иван Казаковпа пӗрле уявӑн пултарулӑх лапамӗсене палӑртрӗҫ: ӑҫта вӑйӑ юррисене карталанса юрламаллине те, хӑш тӗлте ӑсталӑх урокӗсене кӑтартмаллине те, тӗрлӗ енлӗ ытти пултарулӑх ушкӑнӗсене юрламалли, ташламалли, сӑвӑ каламалли тата халӑх промыслисен ӑстисене ӗҫлемелли вырӑнсене.
Уяв вӑхӑтӗнче пилӗк сцена ӗҫлемелле иккен. Вӗсенчен пӗри, чи пысӑкки, тӗп сцена пулӗ. Тата пӗр сцена ҫинче Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Светлана Асамат ертсе пынипе Чӑваш Енӗн сӑвӑҫисем тата ҫыравҫисем тухса хӑйсен хайлавӗсемпе куракансене савӑнтарӗҫ.
ЧНК культура комитечӗн пайташӗсем вырӑнти Хусанкай мӳзейӗнче те пулчӗҫ. Мӗнле пулӑшу кирлине, уява кӗтсе илме хатӗррине курса хакларӗҫ…
Елизавета Долгова
(сӑнӳкерчӗкӗсем Вера Архиповӑн)