Чӑваш наци конгресӗн вӗрентӳ комитечӗн ертӳҫи Алёна Иванова: «ЧНК вӗренӳ ӗҫченӗсем Узбекистан ҫӗршывӗнче пулчӗҫ, — тесе пӗлтерет. — Узбек учителӗсемпе шкул ачисем валли пӗр эрне хушши кунсерен тӗрлӗ мероприяти ирттертӗмӗр, Раҫҫей ҫӗршывӗпе, Чӑваш Республикипе паллаштартӑмӑр, вырӑс тата чӑваш чӗлхи ҫинчен, пирӗн халӑхсен культури ҫинчен каласа патӑмӑр, — пӗлтерет ЧНК вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи Алена Иванова. — 100 килона яхӑн сувенирсем, парнесем, кӗнекесем, дипломсемпе сертификатсем илсе кайрӑмӑр…
Чӑваш тухйипе чӑваш пукани пирӗнпе пӗрле…
Пӗр эрнере вӑтӑра яхӑн мероприяти ирттертӗмӗр: мастер-классем, квестсем, квизсем, лекцисем, выставкӑсем.
Пурӗ 1300 ҫын хутшӑнчӗ: Узбекистан шкул ачисем, студентсем, университет преподавателӗсемпе шкул ачисем…
Самаркандри Регистан тӳремӗнче пысӑк уяв иртрӗ. Вырӑнти халӑх питӗ тарават пулчӗ…»
Елизавета Долгова