2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18 — мӗшӗнче Мускавра чӑваш наци уявӗ «Акатуй» иртӗ. Мероприяти йӗркелекенсем: Раҫҫей чӑвашӗсен Федерацин наципе культура автономийӗ, регионти общество пěрлешěвě «Чӑваш культура обществи». Мероприяти ирттерме Мускав хулин регионсем хушшинчи ҫыхӑнусен наци политикин Департаменчӗ, Чӑваш республикин Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ ҫумӗнчи Полномочиллӗ представительство пулӑшаççě.
Уява Раҫҫейри халӑх ӳнерěпе культура еткерлӗхěн Ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчен тухнӑ мухтавлӑ eнтешсене, ҫавӑн пекех чӑвашсен пӗрремӗш космонавчӗ А.Г. Николаев космоса вӗҫни 60 çул çитнине халалланă.
Мускаври «Акатуй» уяв пӗрремӗш хут онлайн майěпе иртӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри куракансем Мускавра, хальхи вӑхӑтра иртекен уява курма, ҫавӑн пекех ҫырса пынисене пӑхма пултарӗҫ.
Уява Мускав артисчӗсем В. Иванов, Е. Соловьева, И. Шоркина, А. Савельева, В. Попова, И. Музыкантова, К. Гришина, О. Абрамейцева, Г. Вакку, В. Воронов хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енрен А. Варна, С. Лекерев, С. Петров, Т. Ишмуратова, В. Шамбулин, В. Семенова, О. Залогин, В. Двойнова юрӑҫсем килӗҫ.
Мускав ушкăнěсем — «Атăл» хор, «Ентеш» ансамбль, «Шевле» ансамбль; «Укăлча» — Чěмпěр ушкăнě; Шупашкарти «Хěлхем» ансамбль наци йӑли-йӗркипе куракансене савӑнтарӗ, программăна «Хӗрсем» ансамблӗн наци костюмӗсен куравăшě малалла тӑсӗ тата «Азамат», «Пěртăван» (Шупашкар) эстрада ансамблӗсем хутшăнěç.
Мускав — нумай нациллӗ хула. Кунта 160 национальноҫ туслӑ та килӗштерсе пурӑнать, эпир Якутирен, Пушкӑртран, Удмуртирен те хӑнасене концертра кӗтетпӗр.
Уяв программинче яланхи пекех наци кӗрешӗвӗпе кӑсӑклӑ «Кěрешӳ» ӑмӑртура тата кире пуканě çěклессипе, алă вăйне виçессипе (армрестлинг) кӑмӑл тӑвакан кашниех хутшӑнма пултарать. Паллах, наци апачӗсене тутанмасăр (дегустаци), ҫавӑн пекех халӑх пултарулӑхӗн куравӗсӗр — ăстаçӑсем тунă япалисен ярмаркисěр мӗнле уяв пултӑр-ха?
Сире, хаклă туссем, уявра кӗтетпӗр. Эсир уявра тӗрлӗ сӑлтава пула пырса кураймасан та инкек мар: кӑҫал пурин те пӗтӗм уява онлайн-форматпа ссылкӑпа «akatui.ru» кӗрсе курма май пур.
Мускав Акатуйӗнче тӗл пуличчен!