Ҫěртме уйăхěн 24-мěшěнче, эрнекун, Шупашкарти Амазони паркӗнче Х Пěтěм чăвашсен наци уявě «Акатуй» пуçланать.
9 сехет те 30 минутра Чӑваш Енри ялсемпе хуласен картишěсем ӗҫлеме пуçлаççě.
10 сехетрен 12 сехетчен Раҫҫей регионӗсемпе ют ҫӗршывсенчен килнě чӑваш наципе культура пěрлешěвěсен пайташěсем ентешсен Форумне «Чӑваш наци культурипе чӗлхине сыхласа хӑварас енӗпе чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗсен Чи лайӑх практикисем» ыйтупа семинар-канашлăва хутшăнаççě.
12 сехетре «Акатуй» наци уявне Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ О.А. Николаевпа Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л. Клементьев уҫаҫҫӗ. Тата татрализациленӗ спектакль пулать.
12 сехет те 30 минутра Чӑваш Республикин тата Раҫҫей регионӗсен пултарулӑх ушкăнěсен «Акатуй» концерт программи пуçланать.
14 сехетрен 16 сехетчен «Шупашкар – арена» пăр керменте Шупашкарти экономика форумӗн пленарнӑй ларӑвě ěçлет.
17 сехетрен 19 сехетчен чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем юрласа та ташласа савӑнтараҫҫӗ.
20 сехетрен 23 сехетчен Чӑваш наци конгресӗн «Хастар» тата пултарулӑх ушкăнӗсем ЧНК çурчě умěнче куракансене концертпа хӑналаҫҫӗ.
20 сехетре Хěрлě лапамра «Акатуй» уявне хутшӑнакан мӗнпур фольклор, пултарулӑх ушкăнěсемпе паллаштараççě.
23 сехетре Шупашкар тÿпи салют чечекěсемпе илемленет.
Хаклă ентешсем!
«Акатуй» уявěнче тěл пуличчен! Чăваш тумěпе чăвашла калаçма, юрлама, ташлама пурне те кěтетпěр!