«Луганскпа Донецк тӑрӑхӗнчен килнӗ 92 шкул ачи Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх университетӗнче икӗ сменӑпа пӗр уйӑха яхӑн пурӑнчӗҫ. Вӗсем валли профиллӗ сменӑсем йӗркелесе вуншар мастер-класс, экскурсисем ирттертӗмӗр. Паллах, «Чӑваш арчи» проектпа пӗрле. Ачасем чӑваш культурипе, чӑваш чӗлхипе паллашрӗҫ, чӑваш канфетне, пылак пӑрне килӗштерчӗҫ. Чӑваш Ене юратрӑмӑр терӗҫ. Эпир те вӗсене килӗштертӗмӗр», — пӗлтерчӗ Чӑваш наци конгресӗн вӗрентӳ комитечӗн ертӳҫи Алёна Иванова.
(Сӑнӳкерчӗкӗсем Алёна Ивановӑн)
Елизавета Долгова