Хаклă тусӑмӑрсем!
Хисеплě ентешсем!
Сире юратнă хуламăрăн Шупашкарăн Ҫуралнӑ кунěпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Чăваш Енěн тӗп хули çултан çул чечекленсе, хӑтлӑланса, ӳссе пырать. Унӑн ҫыннисем ӗҫчен те тарават, кӑмӑллӑ та сумлӑ. Вěсен хушшинче мухтава тивěçлě ентешсем чылай. Ахальтен мар тăван хуламăра шурă Шупашкара, кунта пурăнакан паллă çынсене нумай сăвă-юрă халалланă.
Малашне те юратнӑ хуламӑрӑн пуласлӑхӗшӗн хастар та пуçаруллă тăрăшса ĕçлеме вăй-хăват, пурне те çирĕп сывлăх тата çĕнĕрен те çĕнĕ ěçсем тума ăнăçу сунатăп.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев