«Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗсем пуҫарнипе республикӑри пултарулӑх коллективӗсен пайташӗсемпе пӗрле 51 ҫынран тӑракан ушкӑнпа Чӑваш Ен историйӗпе ҫыхӑннӑ туризм маршрутне тӗрӗслесе тухрӑмӑр. Эпир «Хусанкаевски» хуҫалӑха та ҫитрӗмӗр, кунта 100000 тонна тӗштырӑ пухнӑ иккен. Рекорд! Савӑнӑҫлӑ хыпарпа пирӗн Чӑваш Ен делегацийӗ И.И. Казанкова ӑшшӑн саламларӗ. Пирӗншӗн Иван Иванович хуҫалӑхӗнче 40 комбайн пӗр харӑсах пӗр уйра урпа вырнӑ саманта курни — чуна ҫӗклентерекен ӳкерчӗк пулчӗ. Комбайнсем хыҫҫӑн прицепсем тиенӗ 33 машина тырӑ турттарать. Вӑт ку тӗлӗнмелле япала пулчӗ!
«Сиктерме-хусанкайсем» пире ҫав тери хаклӑ хӑнасене кӗтнӗ пек юрласа та ташласа кӗтсе илчӗҫ.
Кану комплексӗнче пултӑмӑр: крепоҫ куртӑмӑр, вырӑнти кафере каҫхи апат ҫирӗмӗр, гостиницӑра ҫӗр каҫрӑмӑр. Ҫитес 2023 ҫулта Уява 30000 хӑна пухма палӑртнине пӗлтӗмӗр, пире чӗнчӗҫ те ӗнтӗ.
Хусанкайпа Яковлев музейне, Пӑлхар музей-заповедникне ҫитсе куртӑмӑр. Ку вырӑнсенче хӑйне хисеплекен кашни чӑваш пулмалла!» — хавхалансах хыпарларӗ Чӑваш наци конгресӗн Ҫӗмӗрлери уйрӑмӗн ертӳҫи Андрей Мостайкин.
(Сӑнӳкерчӗкӗсем А.Мостайкинӑн)
Елизавета Долгова