Чӑваш халăхěн аслӑ поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши (Кузьмин Михаил Кузьмич) ҫуралнӑранпа 123 ҫул ҫитрě. Вăл 1899 çулхи чÿк уйăхěн 16-мěшěнче Ҫěрпÿ уездне (Канаш районě) кěрекен Шĕкĕр ялěнче çуралнă. 1969 çулта Шěкěр ялне Ҫеçпěл Мишшине асăнса «Ҫеçпěл» ят панă. Поэтăн вилěмсěр сăввисем 55 чӗлхепе янӑраҫҫӗ, вулакана, итлекене хăйсен пахалăхěпе тыткăнлаççě, тěлěнтереççě, савăнтараççě. Кăвар чěреллě чăваш ывăлне хисеплесе палӑксем лартнӑ, унăн ятне урамсемпе скверсене тата театрсене панӑ.
Чÿк уйăхěн 16-мěшěнче юратнă сăвăçа Ҫеҫпӗле асăнса Шупашкарти скверта унăн палӑкӗ умӗнче митинг иртрӗ тата литературӑпа ӳнерте, наука ӗҫӗнче тӑрӑшакансем «ҫавра сӗтел» тавра пухӑнчӗҫ, асӑну каҫӗ йӗркелерӗҫ.
Чӑваш Республикин Ҫеҫпӗл Мишшин ячӗллӗ фонд ертӳҫи Валерий Туркай «Звениговски» СПК пуҫлӑхне Иван Иванович Казанкова тата Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш ялӗ» комитет ертӳҫине Эдуард Константинович Бахмисова «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн ӗҫленишӗн, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнишӗн» Пӗтӗм Тӗнчери Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми парса чысларӗ.
Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев асӑннӑ мероприятисене хутшӑнчӗ, тухса сăмах каларě.
Елизавета Долгова