Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем юпа уйǎхĕн 5-мĕшĕнче Республикǎри хĕрарǎмсене Донбассри ятарлǎ операцине хутшǎнакан салтаксем валли ǎшǎ алсиш-нуски çыхассипе Раççейра иртекен акцие хутшǎнма йышǎнǎччĕ. Ырǎ пуçарǎва ял хуласенче пурǎнакан хĕрсемпе хĕрарǎмсене те явǎçтартǎмǎр. Ушкǎнпа ĕçленин пĕлтерĕшĕ те пысǎк. Эпир кĕске вǎхǎтра икçĕр вǎтǎр мǎшǎр ǎшǎ алсиш-нуски тата ытти япаласем пуçтартǎмǎр.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Пилеш» ача сачĕ çак пархатарлǎ ĕçе курǎмлǎ тӳпе хыврĕ. Сǎмахран, кунта ĕçлекенсем алсиш-нускисемсĕр пуçне ǎшǎ кофтǎсем, ачасем ӳкернĕ ӳкерчĕксем тата вĕсем çутǎ пуласлǎха шанса çырнǎ ǎшǎ виç кĕтеслĕ çырусем чикрĕç, Тǎван Çĕршыв чысне хӳтĕлекен паттǎрсемпе мухтаннине тата вĕсене Çĕнтерӳпе тĕрĕс-тĕкел киле таврǎнасса кĕтнине пĕлтерчĕç. Коллектива тĕрĕс çул-йĕрпе ертсе пырать Татьяна Карпова ертӳçĕ.
Патǎрьел районĕнчи Сǎкǎт ялĕнчи хĕрарǎмсем те Вероника Кузнецова ертсе пынипе çаврǎнǎçуллǎ ĕçлерĕç. Çĕршыва хӳтĕлекен Раççей паттǎрĕсене, май кирлĕ таран пулǎшма тǎрǎшрĕç. Хĕрарǎм – аннесемпе аппа-кукамайсен ылтǎн аллисем çыхнǎ ǎшǎ алсиш-нускисем, шарфсем хӳтĕлевçĕ-салтаксен ал-урисене кǎна мар, чунĕсене те ǎшǎтĕç. Харпǎрхǎй аллипе шǎрçаланǎ ǎшǎ сǎмахсенчен тǎракан виç кĕтеслĕ çырусене япаласем ǎшне чикрĕç. Кашниех тав сǎмахне тивĕç. Фронтпа тыл пĕрле пулсан кǎна Аслǎ Çĕнтерĕве туптама, нацистсене аркатма пултарнине чунпа туяççĕ Сǎкǎтсем.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи сакǎрвуникĕ çулхи Зинаида Чернова икĕ хĕрĕпе Галинǎпа Ирǎпа, Валерий Сатлайкин ĕç ветеранĕсем; комитет пайташĕ, Канаш район больницин тухтǎрĕ Галина Харитонова та ултǎ мǎшǎр нуски çыхса пачĕ; халǎх поэчĕ Раиса Сарпи, комитет пайташĕсем Инесса Алексеевǎпа Зоя Яковлева тата Антонина Андреева, библиотека ĕçĕн ветеранĕ Лилия Миронова хǎйсен тӳписене хыврĕç.
Ĕнер, чӳк уйǎхĕн 15-мĕшĕнче ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем пухнǎ япаласене типтерлĕ курупкǎсене майласа чикнĕ хыççǎн Шупашкарти «Халǎх фронтне» çул тытрǎмǎр. Пире кунта ĕç тǎвакан комитет председателĕпе Николай Косыевпа эксперт-координатор Олег Кошельков кĕтсе илчĕç. Пуçаруллǎ ĕçшĕн тав турĕç.
Чǎваш хĕрарǎмĕсем малашне те Украинǎри ятарлǎ операцине хутшǎнакансене пулǎшма хатĕррине пĕлтерчĕç. Раççейри çар тивĕçне пурнǎçлакан паттǎрсене Çĕнтерӳпе тĕрĕс-тĕкел каялла таврǎнма пиллерĕç.
Çапла, ырǎ ĕçĕн – пĕлтерĕшĕ пысǎк. Яланах пĕрле, пĕрне-пĕри ырǎ сунса, йывǎр самантра алǎ тǎсса пама хатĕрри чунра шанчǎк çуратать.
Юлия Мареева, ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ