Чӑваш патшалӑх культурӑпа ÿнер институтӗнче Пӗтӗм тěнчери «Халăх пуянлăхĕ – чăваш тĕрринче» («Чувашская вышивка – национальное достояние народа») наукӑпа практика конференцийӗ иртрě. Ĕçлě калаçăва Чӑваш патшалӑх культурӑпа ÿнер институчӗн халăх пултарулăх кафедрин ертÿçи тата ЧНК президиумěн пайташě Раиса Васильева уçрě. Конференци ěçне Чăваш наци конгресěн культура комитечěн пайташěсем Николай Балтаевпа Зинаида Воронова, ЧНК культура комитечěн ертÿçи тата Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн тӗп специалисчӗ Вера Архипова хутшăнчěç.