Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусан хулин «Нумай чӗлхеллӗ вырсарни шкулӗнче» регионсем хушшинчи нумай чӗлхеллӗ условинче чӑваш чӗлхине аталантарас тата упрас ыйтупа практикӑпа вӗрентӳ семинарӗн кун йӗрки анлӑ.
10:00 сехетре семинар хӑнисемпе Тутарстан Халӑхӗсен Ассоцийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Константин Геннадиевич Яковлев тӗлпулу ирттерчӗ.
Пӗлӗве ӳстермелли семинар 11:00 сехетре уҫӑлчӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Тутарстан Республикин наципе культура автономи председателӗн ҫумӗ Константин Малышев, Чӑваш Республикин Профессионал писателӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ тата «Сувар» хаҫат тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Хусан хулин «Нумай чӗлхеллӗ вырсарни шкулӗн» пуҫлӑхӗ Майя Хухунашвили, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, регионсем шайӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен Ассоциацийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров тата ыттисем те.
Тутарстан Республикин Халӑх туслӑхӗсен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ нумай чӗлхеллӗ вырсарни шкулӗпе Чӑваш наци конгресӗн пӗрле ӗҫлессин икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетрӗҫ.
Елизавета Долгова