Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш наци конгресӗ 30 ҫул тултарнӑ ятпа уяв иртрӗ.
Уяв мӑчавар пилленипе, Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли «Алран-кайми…» юрӑ шӑрантарнипе уҫӑлчӗ.
Уяв программи пуян: ал ӗҫ ӑстисен ӗҫӗсен куравӗ, «30 ҫул халӑхпа, 30 ҫул халӑхшӑн» ятлӑ сӑнӳкерчӗк тума ятарласа хатӗрленӗ вырӑн, фольклор ушкӑнӗсемпе чӑваш эстрада артисчӗсем сцена ҫинчен юрӑпа ташӑ композицисенӗ янӑратрӗҫ;
Чӑваш Енӗн районӗсенчен тата Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ ЧНК пайташӗсем тата хӑнасем салам сӑмахӗсем каларӗҫ, парнесем пачӗҫ.
Уяв ячӗпе саламлама Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов сцена ҫине тухрӗ, чӑваш наци культурине сыхласа хӑварассишӗн тата аталантарассишӗн тӑрӑшнӑшӑн, обществӑлла активлӑ ӗҫсемшӗн тивӗҫлисене наградӑсем парса чысларӗ.
Елизавета Долгова