Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ çумĕнчи ваттисен Канашĕн ертуçи, философи наукисен докторĕ, Василий Артемьевич Федотов профессор хулари 12-мĕш шкулта пулчĕ. Унта вăл Раҫҫейӗн наука кунне ирттерме хутшăнса 9-мӗш «б» класс ачисемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Ӑсчах хăйĕн наукăра тунă ĕçĕсем, Геннадий Никандрович Волков академик халалласа хăварнă пĕлÿлĕх çинчен каласа пачĕ.
Тĕлпулăва чăваш чĕлхипе литература вӗрентекенӗ, класс ертуçи, Раççей Федерациĕн вĕренÿри хисеплĕ ĕçченĕ Анисия Павловна Игнатьева ертсе пычĕ.