Авăн уйăхěн 20-мěшěнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 90-мӗш театр сезонě Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулě» спектаклěпе уçăлчě.
Чаплӑ каҫа театр пуçлăхӗпе Елена Николаевăпа тěп режиссерě Байрас Ибрагимов уçрěç. Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова тухса сăмах каларӗ.
«Куккук куҫҫулӗ» спектакль куракансене уйрӑм ҫын сӑнарӗ витӗр чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать тата тӑван халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварасси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать…
Театр каçěн чи кӑмӑллӑ саманчěсенчен пӗри – ěçре çитěнÿсем туса палăрнă Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн хастарěсене саламлани. Мухтава тивӗҫ ентешсене Татьяна Зайцева-Ильинăна – Чăваш Республикин Пуçлăхěн тавěпе, Виталий Сергеева – Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн хисеплӗ грамотипе, Роза Степановăна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» паллăпа тата çирěплетекен хут (удостоверени) парса чысларӗҫ.
Уява Чăваш наци конгресěн пӗрремӗш вице-президенчě Николай Угаслов, культура комитечěн ертÿçи Вера Архипова, ваттисен Канашěн ертÿçи Василий Федотов тата ЧНК пайташěсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем Роза Витальевнăна тата ытти сцена ěçченěсене уявпа чун-чěререн саламларěç.
Куракансем хушшинче Чӑваш Ен халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата ытти паллӑ ҫынсем пулчӗҫ.
Елизавета Долгова