Халӑхӑн йӑли-йӗрки, юрри-ташши ӗмӗртен ӗмӗре куҫса пырать. Пурнӑҫ та шав малалла шӑвать, улшӑнать. Ҫавӑнпа та халӑх пуянлӑхне малалла аталантарас, упраса хӑварас тӗллевпе пуҫарса янӑ та ӗнтӗ Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ «Аваллаха упраса, малашлӑха ӗненсе» ятлӑ уҫӑ вулавӗсене (авторӗ Вера Архипова). Палӑртнӑ проектпа килӗштерсе Гаврил Федоров ячӗллĕ регионсем хушшинчи «Авалхи юрӑсен сасси» фестиваль кӑҫал тӑваттӑмӗш мӗш хут онлайн мелĕпе иртрӗ.
Конкурсӑн тĕп авторĕ тата йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ, фольклорист, «Телей» халăх фольклор ушкăнĕн ертӳçи Наталия Арсентьева. Çак конкурс-фестивале йĕркелесе эпир чӑваш халăхӗн йăли-йĕркине, уйрӑмах авалхи чӑваш халӑх юррисене сыхласа хăвараса малалла аталантарасшăн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулă ачасене хавхалантарасшăн. Гаврил Федрович Федоров (1878-1962) халăх ăсталăхне, унăн чун-хавалĕпе ĕмĕчĕсене палăртакан юрă-кĕвĕсене ырми канми пухса вĕсене пулас ăрусем валли упраса хăварнă. Вăл хăйĕн асĕнче 750 юрă ытла тытнă, вĕсене тĕпчевçĕсене 1932, 1949—1950 çулсенче çыртарнă. Халӑх юрӑҫи петемпе 800 ытла юрӑ пухса музыка историне кӗрсе юлчӗ.
«Авалхи юрӑсен сасси» конкурс-фестивале хутшăнакансем регионсенчи тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чăваш, Тюмень, Чӗмпĕр, Самара тăрăхĕнчен, Питӗрпе Ленинград, Иркутск облаҫӗсенчен, Мускавран куçăмсăр майпа тăратрӗҫ.
Тӳресем хутшăнакансене икĕ номинацире хаклĕç: «Уйрам юрăҫсем» тата «Фольклор ушкăнĕсем». Çавӑн пекех конкурсантсем «Хăйне евĕр юрлакан юрăç»,«Гавриил Федоров юррине чи лайăх шăрантаракан», «Хăйне майлă пултаруллă юрăç», «Халăх культурине сыхласа упранăшăн» номинацисенче хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчӗҫ. Пӗччен юрăçăсем тата тĕрлĕ ушкӑнсем Гаврил Федоров репертуарĕнчи юрăсене -1. «Чопромор», «Мĕн лайăхрах», «Таван,сана лайах-и?», «Ăçта каян чĕкеç», «Ой милой чотикас», «Сад пахчинчи олмаççи», «Ан, ан кĕрÿ ут çинчен», «Хора та вăрман варĕнче», «Юратмастӑн — эс мана», «Сад пахчинчи улмуççи» шăрантарчĕç. – видеосем ярса панӑ
Хаклӑ конкурсантсем! Эсир ламран лама куҫса пыракан халӑх юррине упраса малалла аталантарса пырса наци сумне, чапне ҫӳле ҫӗклетӗр. Ҫак пархатарлă ĕçре çĕнĕ малалла та ӳсĕмсемпе палăрма çирĕп сывлăх сунатпăр, пултарулăх çулĕ анлă та такăр пултăр.
Вера Архипова, ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи
Çĕнетерÿçĕсемпе хутшăнакансем:
Солисты. Возрастная группа: средняя группа – с 11 до 15 лет
1 место: Степанова Ирина Александровна МБУДО «Красноармейская детская школа искусств» Красноармейского района Чувашской Республики.
Фольклорные ансамбли. Возрастная группа: средняя группа – с 11 до 15 лет
2 место: Фольклорный ансамбль «Пилеш» МБУДО «Красноармейская детская школа искусств» Красноармейского района Чувашской Республики.
Солисты. Возрастная группа: старшая группа – с 16 до 25 лет
3 место: Кунавина Анастасия Игоревна (Тюменская областная Ассоциация чувашей «Тӑван»).
Солисты. Возрастная группа: взрослая – с 26 лет и старше:
1 место: Халапсина Зоя Михайловна, Павлова Раиса Ивановна – участницы чувашского народного фольклорного ансамбля «Телей» Центрального Дома культуры МБУ «ЦКС» Чебоксарского района ЧР.
2 место: Владимирова Галина Ивановна (участница чувашского народного фольклорного ансамбля «Телей» Центрального Дома культуры МБУ «ЦКС» Чебоксарского района ЧР), Петрова Валентина Владимировна (СПб ГБУ «Культурно-досуговый центр «Красногвардейский»).
3 место: Орлова Елизавета Аркадьевна (участница чувашского народного фольклорного ансамбля «Телей» Центрального Дома культуры МБУ «ЦКС» Чебоксарского района ЧР).
Диплом – участие: Варикова Вера Витальевна (Балабаш-Баишевский СДК АУ «Централизованная клубная система» Батыревского района Чувашской Республики), Иванов Михаил Семенович (Красноярский край ПГТ Емельяново).
Фольклорные ансамбли. Возрастная группа: взрослая – с 26 лет и старше
1 место: Чувашский народный фольклорный ансамбль «Телей» Центрального Дома культуры МБУ «ЦКС» Чебоксарского района ЧР.
2 место: Тюменская областная общественная организация «Ассоциация чувашей «Тӑван».
Участие — Дипломы:
- Народный чувашский фольклорный ансамбль «Телей» Культурного центра «Автоград» г. Тольятти.
- Вокальная группа чувашской песни «Рассвет» Ярковский Центр культуры и досуга муниципального автономного учреждения «Культура» Ярковского муниципального района.
- Фольклорная группа «Илем» Старочелны-Сюрбеевский СДК.
- Вокальный ансамбль «Мерчен» МБУ «ИРЦК Шумерлинского района» Юманайский СДК.
- Народный фольклорный ансамбль «Пашьел» Балабаш-Баишевского СДК АУ «Централизованная клубная система» Батыревского района Чувашской Республики.