Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Çамрăксене ытларах хутшăнтармалла

Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвне Республика кунĕ умĕн ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. ЧНКн Мăн Канашĕн 18-мĕш ларăвĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртрĕ. Ун ĕçне ЧР культура министрĕ Светлана Каликова та хутшăнчĕ. Светлана Анатольевна конгресс пурнăçлакан ĕçсене ырларĕ, вăл чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине сыхласа малалла аталантарас тĕлĕшпе ирттерекен мероприятисен пĕлтерĕшĕ […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Ялти чǎваш хĕрарǎмĕсем — эткер пирĕштийĕсемпе тĕпел хуçисем

Чǎваш наци конгресĕ тǎван халǎхǎмǎрǎн эткерлĕхне упрассипе тĕллевлĕ ĕçлет тата çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе тĕнче шайĕнчи чǎвашсенеявǎçтарать. Ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерет. Сǎмахран, «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе кǎçалхипе виççĕмĕш çул регионсем шайĕнче иртекен «Хĕрарǎм, санǎн умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс та çакна çирĕплетет. Шǎпах çак кунсенче пуçаруллǎ та хастар комитет пайташĕсенчен йĕркеленĕ жюри конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрне […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чӗрӗ чечексем хучӗҫ

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗ иртрӗ. Ҫак яваплӑ ларӑва пуҫтарӑннисем пирӗн Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хума хӑйсен икӗ пайташне явапларӗҫ. Ку чыса Тюмень тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн хастарӗ Ираида Маслова тата Чӗмпӗр ентешлӗхӗн ертӳҫи Александр Вражкин тивӗҫрӗҫ.

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Акатуйра чăвашсем савăнчĕç

Уяв йăлине пăсмасăр, ирхине 10 сехетре ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕсем конгресс президенчĕ Николай Угасловпа пĕрле «Амазони» паркри Юпа патĕнче авалхи йăх-несĕлсене пуç тайса Акатуя чипер ирттерсе яма ыйтрĕç, апат-çимĕçпе чÿклерĕç.Каласа хăвармалла, Пĕтĕм чăвашсен уявне Раççейĕн çирĕме яхăн регионĕнчен хăнасем çитрĕç. Вĕсен хушшинче Беларуç, Казахстан çĕршывĕсенчи, Тюмень, Челепе, Иркутск, Чĕмпĕр, Питĕр, Мускав, Самара, Сарă ту тата […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Акатуйра чăвашсем савăнчĕç

Уяв йăлине пăсмасăр, ирхине 10 сехетре ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕсем конгресс президенчĕ Николай Угасловпа пĕрле «Амазони» паркри Юпа патĕнче авалхи йăх-несĕлсене пуç тайса Акатуя чипер ирттерсе яма ыйтрĕç, апат-çимĕçпе чÿклерĕç.Каласа хăвармалла, Пĕтĕм чăвашсен уявне Раççейĕн çирĕме яхăн регионĕнчен хăнасем çитрĕç. Вĕсен хушшинче Беларуç, Казахстан çĕршывĕсенчи, Тюмень, Челепе, Иркутск, Чĕмпĕр, Питĕр, Мускав, Самара, Сарă ту тата […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ тĕнчери хастар чăвашсене пуçтарчĕ

Йăлана кĕнĕ йĕркене пăсмасăр, ЧНК Уставĕпе килĕшÿллĕн çулталăкра пĕрре иртекен Мăн Канаш ларăвĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçтарăнчĕ.Шупашкарти Туслăх Çуртне Раççей регионĕсенчи, Чăваш Ен районĕсенчи ЧНК уйрăмĕсен тата Шупашкар хулинчи Мăн Канаш пайташĕсем пуçтарăнчĕç. Унсăр пуçне ларăва чĕннĕ хаклă хăнасем те çитрĕç.Кăçал кăшăл вирус чирĕн хăрушлăхне пула ют çĕршывсенче пурăнакан Мăн Канаш пайташĕсем килме май тупаймарĕç. […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Петр Ивантаев асăну хăмине уçрĕç

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен Канашĕн ертÿçин çумĕ пулнă патшалăх, политика тата общество паллă деятелĕн Петр Васильевич Ивантаевăн ырă ятне асăнса вăл пурăннă Шупашкарти Максим Горький урамĕнчи 36 çуртăн 2-мĕш копусĕ çинче асăну хăми уçрĕç.Петр Васильевич пирĕнтен уйрăлса кайни çулталăк çитет. […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чӑваш наци конгресӗн историйӗнче юлмалли самантсем

Чӑвашкино ӗҫченӗсем Алексей Енейкин журналист тата Артур Галкин видеооператор ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен фильм валли материал пухма пуҫларӗҫ.

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Мăн Канаш ларăвне, Пĕтĕм чăвашсен Шупашкарти Акатуйне йĕркелесе ирттересси çинчен калаçрĕç

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн президиумĕн ларăвĕ иртрĕ. Тĕп ыйту паллах, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче конгресс Мăн Канашĕн ларăвне ирттересси пулчĕ. Регионсенчи Мăн Канаш пайташĕсене пурне те йыхрав хучĕсем ярса панă. Халĕ хуравĕсем киле пуçларĕç ĕнтĕ. Шел, ют çĕршывсенчи чăваш пĕрлĕхĕсен ертÿçисем чылайăшĕ коронавирус чирĕн хăрушлăхне пула килеймеççĕ. Беларуç çĕршывĕнчи чăваш автономийĕн ертÿçи Алексей Александров […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Петр Ивантаев асăну хăмине уçĕç

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 11.00 сехетре Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен Канашĕн ертÿçин çумĕ пулнă патшалăх, политика тата общество паллă деятелĕн Петр Васильевич Ивантаевăн ырă ятне асăнса вăл пурăннă Шупашкарти Максим Горький урамĕнчи 36 çуртăн 2-мĕш копусĕ çине асăну хăми вырнаçтарĕç.Петр Васильевичпа çывăх ĕçленĕ тус-юлташĕсене, […]