Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Чăваш тĕнчи» хаçатăн çурла уйăхĕн номерĕ пичетрен тухрĕ

Часах вĕренÿ çулĕ пуçланать. Çак ятпа номерте вĕрентекене халалланă статья пур. Унăн авторĕ -Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Анисия Павловна Игнатьева. Эстони чăвашĕсен çурла уйăхĕнче иртнĕ уявĕ çинчен Ираида Захарова Таллин хулинчен ярса панă хыпарта пĕлме пулать. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çывхарать. Чăваш халăх культурипе, историйĕпе кăсăкланакансене çавна май пĕр ыйту уйрăмах кăсăклантарать: Хальхи çыравра […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Саламлатпӑр!!!

Чӑваш наци литературине тата культурне аталантарас, халӑхра сарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул пултарулӑх анинче тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗн пайташӗ, сӑвӑҫ, композитор, Чӑваш профессиллӗ ҫыравҫисен пайташӗ Светлана Васильевна Асамат (Смирнова) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Хушӑвӗпе «Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. За вклад в развитие и популяризацию национальной литературы и […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ГУРТНЕР-ТАЙМАСОВА: «ФРАНЦУЗСЕМ ХĂЙСЕН ФОЛЬКЛОРНЕ ПӖЛМЕÇÇӖ»
(Тутарстан чăвашĕсен «Сувар» хаçатĕнче пичетленнĕ)

Ун пирки вăл чăваш халăхӗн Францири официаллă мар элчи теме пулать. Тутарстанран куçса кайсан та ăна чăваш халăхӗн пуласлăхӗ хумхантарма пăрахман. Çавăнпа ют çӗрте те пултарнă таран чăваш культурине аталантарас, унпа тӗнченеГалина паллаштарас ӗçе илсе пырать. Сăмах Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăра çуралса ӳснӗ Галина Таймасова (Спиридоновна) çинчен, халӗ вăл Гуртнер хушаматпа çӳрет. Мадам Гуртнер Францин Çурçӗр […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Сургутри чăвашсен ертÿçи Шупашкарта

Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ хăни Ханти-Манси автономи округĕнчи регион шайĕнче ĕçлекен чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Татьяна Юрьевна Толстова пулчĕ.Татьяна Юрьевна вунă çула яхăн çак пысăк организацине ăнăçлă ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе Сургутри чăвашсем тулли те кăсăклă ĕçлесе пыраççĕ, хамăр халăх культурине унти ытти наци çыннисем умĕнче мăнаçлă та сумлă кăтартаççĕ.Татьяна Юрьевна […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чӳк уйӑхӗнче Хуракасси ялӗнче асӑну комплексне уҫма хатӗрленеҫҫӗ

2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче хӑрушӑ пушар пулнӑранпа 60 ҫул ҫитет.1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫак ял шкулӗнчи пушарта 106 ача тата 4 вӗрентекен ҫунса кайнӑ. Унсӑр пуҫне чылай ачапа аслисем суранланнӑ.Ҫак хуйхӑ суранӗ халӗ те лӑпланаймасть.Хальхи вӑхӑтра Хуракасси ялӗнчи ҫӑвара хӑрушӑ пулӑма асӑнса асӑну комплексӗ уҫма хатӗрленеҫҫӗ.Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, Чӑваш […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ чӑваш алфавитне халалланă Ульяновск облаҫӗнчи палӑкӗн проектне пурнăҫа кĕртнине ырлать, пархатарлă тесе шутлать Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  хăйĕн ĕҫ укҫин пĕр пайне ҫĕнĕ чăваш ҫырулăхне чĕртсе тăратас тесе палăртакан  Чӗмпӗрте чӑваш алфавичӗн палӑкне туса лартма куҫарнă. Ҫак кунсенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» хаҫата интервью панă, унта вăл «Ульяновск облаҫӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗ» […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресӗн Президиумӗн ларӑвӗ пулать

Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 12.00 сехетре  ЧНК  лару пӳлӗмӗнче конгресс Презиумӗн ларӑвӗ иртет.Черетлӗ ларури тӗп ыйту — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи хӑрушӑ пулӑма асӑнса ҫав вырӑнта «Хурланакан амӑшӗ» палӑка лартасси ҫинчен.Иккӗмӗш ыйту -ЧНК XI Аслӑ Пухӑвне хатӗрлегесси.Ларури ытти ыйтусем хушшинче  конгресӑн чи хастар пайташӗсене патшалӑх наградисем пама документсем тӑратасси те пулӗ. ЧНК […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Ҫуралнӑ кунпа, Шупашкарӑм!

Хисеплӗ тусӑмӑрсем! Шӗкӗр хуламӑрӑн, Шупашкарӑн Ҫуралнӑ кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!Тӗп хуламӑр кунсерен чечекленсе, хӑтлӑланса, ӳссе пырать.Унӑн ҫыннисем ӗҫчен те тарават, кӑмӑллӑ та сумлӑ.Малашне те юратнӑ хуламӑрӑн, унта пурӑнакансен пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлер, чӑвашлӑха ҫӳллӗ шайра упраса аталантарар! Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов. #Чӑвашнациконгресӗ #Шупашкар #Шупашкарҫуралнӑкунӗ #НиколайУгаслов

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Хисеплӗ юлташӑмӑра, Леонид Ильич Черкесова Ҫуралнӑ кунпа саламлатпӑр!

Паян, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗн, Федераллӑ Чӑваш наци культура автономийӗн председателӗн, Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен Ассамблейин Канашӗн ертӳҫин Леонид Ильич Черкесовӑн Ҫуралнӑ кунӗ!Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Президиум пайташӗсем хисеплӗ ҫыннӑмӑра ҫак паллӑ кунпа чун-чӗререн саламлаҫҫӗ.Хисеплӗ Леонид Ильич! Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал сунатпӑр.Патшалӑх ӗҫӗнче пысӑк ӑнӑҫусем, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫине Геннадий Иванович Храмова Ҫуралнӑ кунпа саламласа!

Хисеплӗ Геннадий Иванович!Эсир чуна парса тӑрӑшнипе, Енисей мӑнаҫлӑ шывӗ хӗрринче пурӑнакан ентешӗмӗрсем хамӑр культурӑна, йӑла-йӗркене, чӗлхене сыхланса упраҫҫӗ, аталантараҫҫӗ.Ку енӗпе мӗн чухлӗ мероприяти ирттеретӗр, чӑвашсене пӗрлештерсе туслӑ пурӑнма, ытти халӑх ҫыннисем умӗнче хамӑр культурӑна ҫӳллӗ шайра кӑтартма вӑй-хала шеллемесӗр тӑрӑшатӑр.Сире Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Президиум Ҫуралнӑ кунпа саламласа ҫирӗп сывлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, яваплӑ […]