Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

2021 çулхи ПУШКИН ДИКТАНЧĔ

Çĕртме уйăхĕн 10 -мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче халăхсем хушшинчи «Пушкин диктанчĕ-2021» çутĕç акцийĕ иртрĕ.
Йăлана кĕнĕ мероприятие кашни çулах çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççейри вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен общество пĕрлĕхĕ йĕркелет. Акци Вырăс чĕлхи Кунне тата Александр Сергеевич Пушкина халалланă уявĕсен ячĕпе иртет.
Пушкин диктанчĕн уявне Чăваш наци библиотекин ертÿçи Роза Лизакова уçрĕ. Вăл пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, вырăс литературине сыхласа хăварасси, хакласси тата сарасси вĕрентекенсенчен нумай килнине палăртрĕ.
Çавăн пекех диктант çырма килнĕ вĕрентекенсене, çамрăксене, культурăра, искусствăра тата вĕрентÿ ĕçĕнче тăрăшакансене Чăваш Енри вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Ассоциацийĕн ертÿçи Валентина Табакова саламларĕ.
Чăваш наци конгресĕнчен мероприятие ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров килчĕ. Вăл республикăмăрта икĕ патшалăх чĕлхи пулнине палăртрĕ. Çын мĕн чухлĕ нумайрах чĕлхе пĕлет, çавăн чухлĕ чунпа пуяннине каларĕ. Анатолий Ильич диктант çыракансене ăнăçу сунчĕ, мероприятие савăнăçлă туйăмпа ирттерме сĕнчĕ.
Валентина Михайловна Табакова Анатолий Ухтиярова Мускаври Раççей вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Ассоциацийĕн (АССУЛ) Тав Хучĕпе чысларĕ.
Пушкин диктантне Шупашкарти 10-мĕш шкулта вĕренекенсем, республикăри районсемпе хуласенчи шкулсен вĕрентекенсем, çыравçăсемпе поэтсем тата культурăра тăрăшакансем çырчĕç. Диктантăн пĕтĕмлетĕвĕ çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Ассоциацийĕн сайтĕнче паллă пулĕ.

#пушкинскийдиктант

#чнк

#ассул

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *