Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Ялти чǎваш хĕрарǎмĕсем — эткер пирĕштийĕсемпе тĕпел хуçисем

Чǎваш наци конгресĕ тǎван халǎхǎмǎрǎн эткерлĕхне упрассипе тĕллевлĕ ĕçлет тата çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе тĕнче шайĕнчи чǎвашсене
явǎçтарать. Ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерет. Сǎмахран, «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе кǎçалхипе виççĕмĕш çул регионсем шайĕнче иртекен «Хĕрарǎм, санǎн умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс та çакна çирĕплетет. Шǎпах çак кунсенче пуçаруллǎ та хастар комитет пайташĕсенчен йĕркеленĕ жюри конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрне пĕтĕмлетрĕ. Конкурс ирттермелли йĕркепе килĕшӳллĕн, ǎна кǎçалхи нарǎсǎн 8-мĕшĕнче Чǎваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов çирĕплетнĕччĕ, короновируса сарǎлма парас мар тесе палǎртнǎ йĕркесене пǎхǎнса, регионсен шайĕнчи конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрне инçет курав мелĕпе ирттерме йышǎнтǎмǎр. Конкурса хутшǎнма ялсенчи 18 маттур чǎваш хĕрарǎмĕ кǎмǎл турĕç, шел пулин те видео куравсене 16-шĕ çеç тǎратрĕç. Вǎл шутра Республика тулашĕнчен -3, Оренбург тата Пушкǎрт Республикинчен; Чǎваш Республикинчи Етĕрне, Йĕпреç, Канаш, Муркаш, Патǎръел, Сĕнтĕрвǎрри, Çĕмĕрле, Çĕрпӳ(иккĕн), Трак ен, Шǎмǎршǎ, Шупашкар, Элĕк районĕсенче пурǎнакан чи хастар та маттур хĕрарǎмĕсем тупǎшрĕç.
Инçет курав мелĕпе йĕркеленĕ конкурс шайĕ тĕлĕнмелле пысǎк пулни, кашни хĕрарǎм авалхи йǎла-йĕркене тарǎннǎн тишкерсе тĕрĕс кǎтартса пама тǎрǎшни, чǎннипех те тĕпел хуçи пулнине çирĕплетме пултарни, çǎм арлас ǎсталǎха ачаран туптанине тата
наци тумĕн илемне кǎтартни, хĕрарǎм тивĕçне туллин пурнǎçлама мехел çитерсе çемье ǎшшине упранине туллин кǎтартма пултарни тĕлĕнтерчĕ те савǎнтарчĕ те. Палǎртмалла, ǎмǎртǎва хутшǎнакансем мǎшǎрĕпе ачи-пǎчисене те конкурса явǎçтарни -пĕлтерĕшлĕ. Аслисем çитĕнекен ǎрǎва чǎваш чĕлхин çепĕçлĕхĕпе пуянлǎхне, ырǎ йǎла-йĕркесене тата ваттисен сǎмахĕсене ǎша хывма витĕм кӳни паха.
Самана таппипе тан утакан пултаруллǎ ял хĕрарǎмĕсем хальхи интернет уçлǎхĕнче те хǎйсен вырǎнне тупма пултарни хавхалантарать. Ял хĕрарǎмĕн обществǎри вырǎнĕ те юлашки çулсенче самаях çирĕпленчĕ, çемьери хутшǎнусенче те çĕнĕ юхǎм вǎй илчĕ. Çапах та татса паман вун-вун йыту та шухǎшлаттарать-ха.
Конкурс тĕллевĕ –ача амǎшĕсене хисеплесе вĕсен ăс-хакăлне ÿстерсе аталантарасси, пултаруллăхне халăх умĕнче кăтартасси тата вĕсене общество ĕçне хастар явǎçтарасси; влаç органĕсене, массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене ял хĕрарăмĕсен прависене хÿтĕлесси çине тимлĕх уйăртарасси, çемьери хутшǎнусене çирĕплетесси, çитĕнекен ǎрǎва халǎхǎмǎрǎн ырǎ йǎли-йĕркисем урлǎ тǎван ене тата чĕлхемĕре юратма вĕрентесси.
Тупǎшǎва хутшǎнакансем 5 конкурс витĕр ǎнǎçлǎ тухрĕç. Чи малтанах вĕсем таса чǎваш чĕлхипе хǎйсемпе паллаштарчĕç, кашни хĕрарǎмах хисепе, ят сума тивĕç пулнине çирĕплетрĕç.
«Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» -2021 конкурс ялти чǎваш хĕрарǎмĕсем самана таппипе тан утнине, халǎхǎмǎрǎн пуянлǎхне – авалхи ырǎ йǎласене ǎша хывса пурǎннине, илемлĕ те пуян чĕлхемĕре юратнине тата çемье ǎшшине упраса çемьери хутшǎнусене çирĕплетсе пынине кǎтартма пултарчĕç. Кашниех хисепе, тав сǎмахĕсене тивĕç. Жюрисене чи пултаруллисене тупса палǎртма çǎмǎлах пулмарĕ, çапах та конкурс йĕркине пǎхǎнса чи пысǎк балл пухнисене конкурсǎн иккĕмĕш тапхǎрне хутшǎнма ирĕк пачĕç. Вĕсем Кузнецова В. Г. Патǎръелĕнчен,Платонова Л. Ю. Красноармейскинчен, Иванова С. А. Муркашран, Михуткина Р. В. Çĕмĕрлерен, Иванова Н. Г. Етĕрне районĕнчен, Герасимова Л. И. Çĕрпӳ енчен, Никитина В. Л. Пушкǎртран, Сафронова Н. И. Оренбург тǎрǎхĕнчен. Вĕсемпе çывǎх вǎхǎтра кашнинпех уйрǎммǎн калаçса илетпĕр. Конкурса хутшǎннǎ ытти пултаруллǎ та хастар, чǎваш чунлĕ маттурсене дипломсемпе чыслатпǎр
( Электронла почта урлǎ ярса паратпǎр).
Кǎçалхи юпа уйǎхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» -2021 конкурсǎн пĕтĕмлетӳ тапхǎрĕнче чи маттуррисене тупса палǎртǎпǎр. Тавах пурне те.
Раççейри çырав компанине те комитет хастарĕсем хутшǎнаççĕ. Эпир Шупашкарти М. Çеçпĕл музейĕпе пĕрле тĕрлĕ ӳсĕмри чǎвашсем хушшинче регионсен шайĕнче «Эп сирĕнпе, пин-пин чǎваш» видео роликсен конкурсне ирттертĕмĕр. Унта 70 ытла ĕç çитрĕ. Ун пĕлтерĕшĕ пирки калама та кирлĕ мар. Конкурса ача пахчине çӳрекенсемпе шкул ачисем, студентсемпе аслǎ ӳсĕмрисем те хастар хутшǎнни эпир, чǎвашсем вǎйлǎ халǎх пулнине çирĕплетет.
2020 çулта «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитетпа «Чǎваш хĕрарǎмĕ» хаçат пĕрле тачǎ çыхǎнса ĕçе пикентĕмĕр. Çĕнĕ проекта хута ятǎмǎр- «Вутра çунман, шывра путман чǎваш хĕрарǎмĕ». Кунта сǎмах литература конкурсĕ пирки пырать. Унта хутшǎнас текенсем, Аслǎ Çĕнтерĕве çывхартма витĕм кӳнĕ чи вǎйлǎ та маттур чǎваш хĕрарǎмĕ çинчен хайлав çырчĕç, çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе чысларǎмǎр.
Республика Пуçлǎхĕн Олег Николаевǎн хушǎвĕпе килĕшӳллĕн, Чǎваш енре кǎçалхи çула Сǎрпа Хусан тǎрǎхĕнче хӳтĕлев чиккисем тума хутшǎннǎ паттǎрсене халалланǎ. Тǎван çĕршывăн 1941 çулхи Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансан хаяр та ирсĕр тăшман вун-вун хулапа яла питĕ кĕске вăхăтра ярса илнĕрен, Çĕршыв ертӳçисем кӗркунне чылай регионта тӑшмана чарма хÿтӗлев чиккисем тума йышӑннӑ. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫе васкасах чӑваш халӑхе те кÿленнӗ. Унта 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма сĕннĕ. 3 уйӑх ытла шартлама сиве чӑтса 380 ҫухрӑм тӑрршӗ танксем каҫмалла мар варсем чавнӑ. Пӗтӗмпе 5 миллион кубла шӑн ҫӗр хускатнӑ. Хуласемпе ял-поселок тавра оборона линийĕсем тăвасси чăнласах пĕтĕм халăх ĕçĕ пулнă. Чăваш Енре вĕсене чавас çĕрте вун-вун пин çын ĕçленĕ. Паллах, çак йывǎрлǎх ытларах хĕрарǎмсем тата çамрǎк хĕрсемпе ачасем çине тиеннĕ. Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать. Шǎпах аннесен, асанне-кукамайсен паттǎрлǎхне манǎçа кǎларас мар тесе эпир «Вутра çунман, шывра путман чǎваш хĕрарǎмĕ» конкурса малалла тǎсма йышǎнтǎмǎр. Халĕ конкурса тǎратнǎ хайлавсем хаçатра пичетленсе пыраççĕ. Унта асанне-аннесен ĕç паттǎрлǎхĕ кун çути курать, пĕтĕмлетӳ авǎн уйǎхĕнче пулать.

Тĕнчипе паллǎ поэтǎмǎрǎн, комитет хастарĕн, вун-вун кĕнеке авторĕн Раиса Сарпин çавра çулне анлǎн паллǎ турǎмǎр. Ǎна ака уйǎхĕнче Наци библиотекинче чысларǎмǎр.

Юлия Мареева,
ЧНКан «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ

@ЮлияМареева

#конкурсЧНК

#ЧНК

#восславимженщинуродную

#Чувашскаяженшина

#Чăвашхĕрарăмĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *