Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«ЭП СИРĔНПЕ, ПИН-ПИН ЧǍВАШ!» КОНКУРС ВĔÇЛЕНЧĔ

Кăçал Раççейре халăх çыравне (перепись) ирттернĕ май Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕпе Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ çыравçăсен чăвашла хайлавĕсене илемлĕ вулакансен конкурсне регионсен шайĕнче ирттерчĕç. Кăшăл вирус алхаснине пула илемлĕ вуланине видеороликсе хатĕрлесе ярса пама ыйтрăмăр. Вĕсене курса ытти чăваш чунлă çынсем те хавхаланччăр, хăйсене çырав вăхăтĕнче тăван халăхран ан уйăрччăр тесе видеороликсене тӳрех тĕнче тетелне лартса пытăмăр.
Конкурс икĕ номинаципе иртрĕ: 1) «Чăваш çыравçисен чăвашла хайлавĕсем»; 2) «Хăйсем чăвашла çырнă хайлавсем». Тупăшăва 74 видеоролик хутшăнма юрăхлă тесе йышăннă. Тăвай, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Каçал ен, Вăрнар, Вăрмар, Патăрьел, Елчĕк, Муркаш, Сĕнтĕр вăрри, Шупашкар, Канаш районĕсенче тата Çĕрпӳ, Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем маттур пулчĕç. Раççейри ытти регионсенчи чăвашсем те хастар пулни савăнтарчĕ. Самарти Похвиçнĕ районĕнчи Людмила Макарова, Елена Молянова (Питтĕпальтен) тата Валентина Ерендеева (Эвĕрккелтен), Пензăри Çăрттанлă районĕнчи Надежда Милюкина (Илем Ту салинчен), Ерĕнпурти Абдулино хула округĕн Анат Кăрми ялĕнчи Надежда Сафронова, Кĕтерин патша хулинчи Оксана Храмцова, Тутарстанри Элкел районĕнчи Ольга Салюкова (Кивĕ Матакран), Çĕпрел районĕнчен Ирина Антоновапа Аминат Степанова (иккĕшĕ те Саплăкран) пултаруллă пулчĕç. Вĕсем – тĕрлĕ профессиллĕ ĕçре тăрăшакансем. Хутшăнакансене те, вĕсен ертӳçисене те тайма пуç музей ятĕнчен те, конгресран та!
Конкурс йĕркинче чăваш çыравçисен хайлавĕсене чăвашла вулама ыйтнăччĕ, çавăнпа хăш çыравçăсен хайлавĕсене вуланине те палăртса хăварам. Петĕр Хусанкай, Çеçпĕл Мишши, Константин Иванов, Митта Ваçлейĕ, Юрий Сементер, Тарас Кириллов, Сергей Тăваньялсем, Альпăрт Канаш, Ваçлей Давыдов-Анатри, Аркадий Ĕçхĕл, Геннадий Волков, Энтип Ваççи, Раиса Сарпи, Петĕр Ялкир, Юхма Мишши, Петĕр Яккусен, Альбина Юрату, Николай Кушманов, Любовь Мартьянова, Галина Енейкина, Левтина Марье, Вячеслав Круглов, Юрий Петров, Стихван Шавли, Виталий Шемекеев, Любовь Федорова, Курак Иванĕ, Любовь Лĕпĕшпи, Нина Леонтьева, Александр Алексеев, Ольга Титова, Елена Фомина, Оксана Утçи (Федорова), Иван Кумиров хайлавĕсене вулама кăмăлланă. Ытларах кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсемпе аслă çулхисем йышлăн хутшăнчĕç.
Видеороликсен пахалăхне, вулакансен пултарулăхне хаклакансен канашĕнче çак çынсем ĕçлерĕç:

  1. Сарпи Раиса Васильевна – Раççей Федераци çыравçисен пĕрлĕхĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ; Чăваш комсомолĕн Çeçпĕл Мишши ячĕллĕ, Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕн Фатих Карим ячĕллĕ литература тата Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен поэзийĕн Нежип Фазыл ячĕллĕ премисен лауреачĕ; Чăваш наци конгресĕн Мăн канашĕн пайташĕ, экспертсен канашĕн ертӳçи;
  2. Андреева Антонина Васильевна – Шупашкарти Çeçпĕл Мишши музейĕн ертӳçи, Чăваш наци конгресĕн Мăн канашĕн пайташĕ, секретарь;
  3. Васильева Надежда Викторовна – хореограф, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ;
  4. Ильина Маргарита Михайловна – «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ, Раççей Федераци çыравçисен пĕрлĕхĕн пайташĕ, Çeмен Элкер ячĕллĕ журналист премийĕн лауреачĕ, прессăн Ылтăн фончĕн дипломне тивĕçнĕскер, Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитетăн пайташĕ;
  5. Мареева Юлия Петровна – Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕ тата «Чăваш хĕрарăмĕ» комитетăн ертӳçи, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
    Экспертсен канашĕ видеороликсен конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Нумай вăхăт хушши хĕрсе сÿтсе явнă хыççăн «Чăваш çыравçисен чăвашла хайлавĕсем» номинацире кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче чăваш çыравçисен чăвашла хайлавĕсене илемлĕ вулакан çак пултаруллă та маттур ачасене палăртас тесе йышăнчĕ:
    Пĕрремĕш выра́на виççĕн тивĕçрĕç – Артемий Пыркинпа Ярослав Федоров. Вĕсем иккĕшĕ те Йĕпреç районĕн Пучинккери вăтам шкулта вĕренеççĕ (ертӳçи – Марина Витальевна Петрова). Екатерина Филиппова та питĕ туйăмлă вуланипе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Вăл – Каçал енри Çĕнĕ Мăратри вăтам шкултан (ертӳçи – Валентина Анатольевна Филиппова).
    Иккĕмĕш вырăна иккĕн пайларĕç – Пинерпи Алексеева (Шупашкар хули, 62-мĕш вăтам шкул, ертӳçи – Людмила Петровна Михайлова) тата Снежана Мареева (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Питĕркассинчи вăтам шкул, ертӳçисем – Лариса Александровна Абакумова, Оксана Николаевна Мидушкина).
    Виççĕмĕш вырăнта – Карина Тимошкина тата Ксения Мустаева. Вĕсем иккĕшĕ те Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕнчи Саплăкри вăтам шкулта вĕренеççĕ, ертӳçиceм – Ирина Николаевна Антонова тата Аминат Омаровна Степанова. Екатерина Сергеева та вĕсемпе пĕрлех, вăл Канаш хулинчи 10-мĕш вăтам шкулта вĕренет. Унăн ертӳçи – Светлана Николаевна Яклашкина.
    Чăвашла илемлĕ вулакан вăтам классенче вĕренекенсем хушшинче ГРАН-ПРИ диплома Евгения Никифорова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен вăтам шкулĕ, ертӳçи – Татьяна Васильевна Горбунова) илме тивĕç пулчĕ.
    Пĕрремĕш вырăна виççĕн пайларĕç: Виктория Захарова (Йĕпреç районĕ, Пучинккери вăтам шкул, ертӳçисем – Елизавета Михайловна Михайлова, Людмила Николаевна Клементьева), Валерия Степанова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Атнарти вăтам шкул, ертӳçи – Людмила Александровна Ешмейкина) тата Александр Шурков (Пушкăрт Республики, Мияки районĕ, Кекен-Васильевка ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул, ертӳçи – Людмила Елизаровна Иванова).
    Ку ӳсĕмрисенчен иккĕмĕш вырăна пилĕк маттур ача тивĕçрĕ: Егор Егоровпа Даниил Шемякин (Канаш районĕ, Раççeй Федерацин Геройĕ Николай Гаврилов ячĕллĕ Янкăльчри вăтам шкул, ертӳçи – Елена Всеволодовна Васильева), Елена Матвеева (Пушкăрт Республики, Мияки районĕ, Кекен-Васильевка ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул, ертӳçи – Людмила Елизаровна Иванова), Аэлита Логинова (Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпӳртри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул, ертӳçи – Марина Ильинична Табакова), Кирилл Николаев (Йĕпреç районĕ, Пучинккери вăтам шкул, ертӳçисем – Елизавета Михайловна Михайлова, Людмила Николаевна Клементьева) тата Михаил Чаплин (Муркашри вăтам шкул, ертӳçи – Наталья Ивановна Ястребова).
    Виççĕмĕш вырăна вара улттăн тивĕçрĕç – Арина Каргина (Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпӳртри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул, ертӳçи – Марина Ильинична Табакова), Елизавета Сметанина (Шупашкарти 57-мĕш вăтам шкул, ертӳçи – Лира Алексеевна Алексеева), Глеб Краснов (Сĕнтĕр вăрри районĕ, Приволжски пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулĕ, ертӳçи – Валентина Гурьевна Семенова), Алексей Хорьков (Шупашкарти 62-мĕш номерлĕ вăтам шкул, ертӳçи – Нина Иосифовна Егорова), Диана Сядайкина (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Питĕркасси вăтам шкулĕ, ертӳçисем – Людмила Валентиновна Жукова, Оксана Николаевна Мидушкина) тата Дарья Григорьева (Вăрмар районĕ, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул, ертӳçи – Альбина Васильевна Михайлова).
    Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш выра́на иккĕн тухрĕç – Ангелина Спиридонова (Муркаш районĕ, Çатракасси вăтам шкулĕ, ертӳçи – Людмила Валериановна Никитина) тата Татьяна Мясникова (Елчĕк районĕ, Курнавăшри вăтам шкул, ертӳçисем – Вера Николаевна Воронова, Надежда Михайловна Кузнецова).
    Иккĕмĕш вырăна ку ӳсĕмрисем те иккĕн тивĕçрĕç: Дарья Федорова (Елчĕк районĕ, Курнавăшри вăтам шкул, ертӳçисем – Вера Николаевна Воронова, Надежда Михайловна Кузнецова) тата Алексей Магазеев (Шупашкарти 40-мĕш вăтам шкул, ертӳçи – Римма Альбертовна Гаврилова).
    Виççĕмĕш вырăн Екатерина Анисимовăна (Вăрнар районĕ, Санарпуçри вăтам шкул, ертӳçи – Ирина Геннадиевна Семёнова) лекрĕ.
    Студентсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Анастасия Сидорова (И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ, ертӳçи – Иван Иванович Иванов) тивĕçрĕ.
    Иккĕмĕш вырăнта — Виктория Леонтьева (Чăваш республика культура училищи, ертӳçи – Нина Геннадьевна Леонтьева, Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ гимназири вĕрентекен).
    Илемлĕ вулакан аслă çулхисем хушшинче Алевтина Семенова (Çeçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ) ГРАН-ПРИ дипломне тивĕçрĕ.
    Пĕрремĕш вырăна иккĕн тухрĕç – Мария Петрова (Йĕпреç районĕ, Кĕлĕмкасси ялĕнчи тĕп культура çурчĕн культорганизаторĕ) тата Елена Трофимова (Шупашкарти тĕп универмаг сутуçи).
    Ку ӳсĕмрисем – пурнăç тути-масине курнăскерсем, хайлавсене кашни сăмахăн тĕшшине туйса питĕ лайăх вуланинине кура иккĕмĕш вырăна тăваттăн тивĕçрĕç – Наталья Николаевна Миронова (Шупашкарти 7-мĕш номерлĕ ача сачĕн воспитателĕ), Ирина Николаевна Антонова (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Саплăкри вăтам шкул воспитателĕ), Людмила Валентиновна Жукова тата Татьяна Яковлевна Хохлова (иккĕшĕ те Хĕрлĕ Чутай районĕнчен, Питĕркасси вăтам шкул вĕрентекенĕсем).
    Виççĕмĕш вырăна Ираида Ивановна Евдокимова (Тăвайри культура çуртĕнчи халăх театрĕнче вылякан, ертӳçи – Никифорова Надежда Олеговна), Валентина Ивановна Ерендеева (Самар облаçĕ, Похвиçнĕ районĕ, Эверккель ялĕн тĕп культура çурчĕн ертӳçи), Надежда Ильинична Сафронова (Ĕренпур облаçĕ, Абдулино хула округĕ, Анат Кăрми ялĕнчи клуб ертӳçи) лекрĕç.
    «Хăйсем çырнă чăвашла хайлавсем» номинацие пурĕ 7 ĕç тăратнă.
    Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен пĕр сăвă кăна. «Тăван ен» ятлăскерне Евгений Тюрин ярса панă (Муркаш районĕ, Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул, ертӳçи — Надежда Игоревна Тюрина). Вăл иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
    Вăтам классенче вĕренекенсенчен икĕ хайлав килнĕ. Дарья Титован «Эп сирĕнпе, пин-пин чăваш!» сăвви пĕрремĕш вырăн (Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпӳртри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул, ертӳçи – Марина Ильинична Табакова) тата Олег Самакинăн «Çeçпĕл Мишши» сăвви иккĕмĕш вырăн (Патăрьелти вăтам шкул, ертӳçи – Светлана Алексеевна Солдатова) йышăнчĕç.
    Аслă классенче вĕренекенсенчен те пĕр сăвă çитнĕ: Нина Яковлева «Пирĕн Çeçпĕл Мишши» ятлă хăй çырнă сăввине илемлĕ вулать. Пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕскер Раççей Федерацин Геройĕ Николай Гаврилов ячĕллĕ Янкăльчри вăтам шкулта вĕренет. Елена Всеволодовна Васильевна – унăн вĕрентекенĕ.
    Шел, студентсем хăйсен хайлавĕсене вуласа кăтартасшăн пулмарĕç.
    Аслă çулхисем хушшинче виçĕ автор хăйсен хайлавĕсене илемлĕ вуласа видеоролик хатĕрленĕ. Пĕрремĕш вырăна Андрей Юлиянович Михайлов «Кĕвентеллĕ хĕр» сăввипе тухрĕ. Вăл – Тутарстан Республикин Аксу районĕнчи Унтакшă ялĕн культура çурчĕн методисчĕ. Михаил Дмитриевич Молянов, Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Питтĕпальте пурăнаканскер, «Агростар» пĕрлĕхĕн пуçлăхĕн çумĕ, «Саламлатăп, Аслă Питтĕпаль» гимн валли çырнă сăввине вуласа тата Патăрьел районĕн Сăкăтри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Климентьевна Тинюкова «Атăлăмăр, Атăл!» сăввине вуласа кăтартнăшăн иккĕшĕ те иккĕмĕш вырăна тивĕçpĕç.
    Конкурса хутшăннисене пурне те саламлатпăр! Ашшĕ-амăшне маттур ачасем çуратса ӳстернĕшĕн, вĕрентекенĕсене шкул ачисен пултарулăхне туптаса аталантарнăшăн тав тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсене кашнине хăйĕн шайĕпе (степенсем тăрăх) дипломсем, вырăн йышăнайманнисене хутшăннăшăн диплома (диплом участника) электрон почтăпа ярса паратпăр.
    Видеороликсене тепĕр хут тĕнче тетелĕнче #межрегиональныйконкурс #эпсире́нпепинпинча́ваш, #явместесмиллиономчувашей, #конкурсвидеороликов, #конкурсонлайн, #всероссийскаяпереписьнаселения2021 хештегсемпе тупса (е контактра, одноклассникире, инстаграмра тата фейсбукра «Çeçпĕл Мишши музейĕ» ушкăн лентинче) пăхма пултаратăр.

Антонина АНДРЕЕВА,
Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн ертӳçи,
Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *