Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ПОЭТ ЯЧĔ ВИЛĔМСĔР


Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче пуç хунă паттăр писатель-журналист Иван Викторов çуралнăранпа кăçал авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче 120 çул çитрĕ. Çак кун Çĕрпÿ районĕн Хурамал Туçа ялĕн çăви çинче хисеплĕ çыравçа асăнса лартнă палăк патĕнче Кăнар шкулĕн ачисемпе вĕрентекенсем, культура керменĕпе библиотека ĕçченĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕ Геннадий Васильев, поэт тăванĕсем тата Хурамал ял халăхĕ пухăнчĕç. Вăрçă паттăрне чыслама Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров тата Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров килсе çитрĕç.

Поэзи уявне Килейкасси ялĕн библиотека пуçлăхĕ Людмила Герасимова йĕркелесе пычĕ. Уява журналист Владимир Егоров уçрĕ. Вăл Иван Викторов иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче чăваш литературипе интересленекен çамрăксенчен пĕри пулнине, Мускавăн литература институтĕнче вĕренсе пĕлÿ илнине, Тĕп издательствăра чăваш секцинче, «Чăваш хресченĕ» хаçатра, каярах пĕр хушă Самарта «Колхозник» хаçат редакторĕнче ĕçлени çинчен тĕплĕ каласа пачĕ. Тăван сăмахлăхпа кăсăкланакан Викторов Хумма Çеменĕ, Никифор Ваçанкка, Исаев Мĕтрипе Влас Иванов-Паймен çыравçăсен пултарулăх витĕмĕсене пула сăвăсемпе тĕрленчĕксем, очерксемпе статьясем çырнă. Сăмах ăсталăхне алла илсен вăл «Ялти кĕвĕсем» сăвă пуххи (1925), «Ирĕклĕхшĕн çапăçакансем» драма (1926), «Чăваш илемлĕ литератури» вĕренÿ кĕнеки (1926) хатĕрленĕ тата «Çырмара» пьеса (1929) пичетлесе кăларнă.
Тухса калаçакан Геронтий Никифоров Иван Викторовăн фронтри паттăрлăхĕпе паллаштарчĕ. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пуçлансан Иван хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, Мускава тапăнса килекен тăшманпа салтаксемпе пĕрле тÿрех çапăçăва кĕнĕ. Тĕп хулана хÿтĕленĕ çĕрте паттăрлăхĕпе палăрнă. Шăпа ăна Беларуçа илсе çитернĕ. Кунта пĕр партизан отрядне лекнĕ. Унта вăл хăй чăн-чăн чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕ пулнине кăтартнă.

Пĕррехинче тан мар çапăçура йывăр аманнă Викторов фашистсен тыткăнне лекнĕ, ăна Борисов хулинчи концлагере хупнă. Икĕ хутчен тухса тарнă вăл унтан, анчах нимĕçсем йĕрлесе тупса тата хытăрах нушалантарнă. Ирсĕрсем ăна хĕненĕ, йыттатуллаттарнă, йĕплĕ пралукпа чĕркесе асаплантарнă. Иван Викторов тутарсен паллă поэчĕ Муса Джалиль пекех салтак чысне яман, сутăнман, тăшмана пирĕн çар вăрттăнлăхĕсене каламан. 1944 çулта парăнман паттăра фашистсем шартлама сивĕре çарамаслантарса сивĕ шывпа сапнă. Юлашкинчен ăна персе вĕлернĕ. Ку хăрушă ĕç Борисов хулинчи фашистсен концлагерĕнче пулса иртнĕ…

Иван Викторовăн вăрçăри вилĕмсĕр паттăрлăхĕпе паллашнă хыççăн Кăнар шкулĕн ачисем ентеш çыравçăн сăввисене илемлĕ каларĕç. Паттăрăн ĕçне-хĕлне нихçан та манмăпăр, ăна хамăр хастарлăхпа вĕренÿре пуянлатса пырăпăр терĕç вĕсем. Поэт тăванĕсенчен Вячеславпа Лидия Федоровсем шкул ачисене, вĕрентекенсене, клуб ĕçченĕсене, ял халăхне куккăшне хисеплесе поэзи кунне ирттернĕшĕн тав турĕç. Сумлă ентеш çыравçа хисеплесе пухăннисем чăрăш лăссинчен тунă çыхă тата чĕрĕ чечексем палăк патне хучĕç.Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче паттăрла вилнĕ Иван Викторова чысласа ирттернĕ поэзи уявĕ унăн вилĕмсĕр ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх чĕринче пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи.


Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *