Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ЧНК культура комитечĕ инçет çыхăну мелĕпе «Чӑваш халӑх юррисем: Гавриил Федоров» ăсталăх урокĕ ирттерчĕ

​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ Чӑваш халӑхӗн авалхи сӑвӑҫ-юрӑҫĕсенчен пĕри вӑл – иртнĕ ӗмӗрте пурӑннӑ юрӑҫӑ Гавриил Федоров. Чăваш халăх юррисене çамрăк ӑру патне ҫитерес тĕллевпе Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗ нумай ĕç-пуç туса ирттерет. Кăçал Гавриил Федоров ячӗллĕ регионсем хушшинчи «Авалхи юрӑсен сасси» фестиваль тӑваттӑмӗш мӗш хут иртет. Вăл комитет пуҫарса янӑ «Аваллаха упраса, малашлӑха ӗненсе» тата «Чӑваш енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» ​ проектсемпе килĕшӳллĕн иртет.

Конкурса хутшăнакансене чăваш халăх юррисен пуянлăхне анлăн уçса пама пулăшас тĕллевпе ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Чӑваш халӑх юррисем: Гаврил Федоров» урок иртрӗ. Мероприятие ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова уçрĕ. Ăсталăх урокне культура комитечӗн пайташӗ, «Телей» халӑх фольклор ушкӑнĕн ертӳçи, педагог, фольклорист Наталия Арсентьева ертсе пычĕ. Наталия Витальевна Гавриил Федоров юрӑ ӑстин пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. ​

Вӑл 1927-1957 ҫулсенче чӑваш халӑхӗн 800 юррине ҫырса илнӗ, вӗсене тӗрлӗ сборниксене кӗртнӗ.
Гаврил Федоров юрланӑ тата упраса усранӑ юрӑсене чӑвашсен паллӑ композиторӗсем 1934 ҫулта Мускавра уйрӑм кӗнекепе пичетлесе кӑларнӑ. Унта 146 юрӑ кӗнӗ.​ Каярахпа Степан Максимов композитор татах 382 юрӑ ҫырса илнӗ. Юрий Илюхин музыковед та Гаврил Федоровпа нумай тӗл пулнӑ, ун юррисене ҫырса илнӗ. «Чӑваш халӑх юррисем» кӗнеке кӑларнӑ. Унта 620 юрӑ пичетленсе тухнӑ.

Малалла Наталия Арсентьева кĕнекесене кĕртнĕ Гавриил Федоровăн
«Порӑнма пӗлмерӗм поль», «Мӗн хаклӑрах?», «Ҫынна мӗнле йорӑттӑм» юррасене тĕрĕс юрлама вĕрентрĕ.

Мероприятие ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем Елена Шурту, Алина Савельева, Зинаида Воронова, Людмила Засыпкина, Чăваш Ен районĕсенчен, регионсенчен культурӑра тӑрӑшакансем хастар хутшăнчĕç.
Онлайн иртнӗ ӑсталӑх урокӗнче Эстонирен, Питӗр тата Сургут хулисенчен, Иркутск тăрăхĕнчен пирӗн йӑхташсем пулчĕç. Урокра вĕреннĕ чăваш халăх юррисем анлӑн та уççăн янрарĕҫ, пурин чунне те пырса вырнаҫрӗҫ.

Инçет çыхăну мелĕпе ирттернĕ мероприяти тĕлĕнмелле кăсăклă пулчĕ, юрă-кĕвĕ ăсталăхне алла илме пулăшрĕ, çынсен чĕринче ырă туйăм хăварчĕ.
Хутшăнакансем çакӑн пек мероприятисем ирттерни питӗ кирлӗ те усӑллӑ, вӗсем авалхи чӑваш халӑх юррисене чĕртсе тăратма, халӑх юрӑҫисен эткерлӗхне тӑван халӑх патне илсе ҫитерсе вӗсене хаклама вӗрентнине пĕлтерчĕç.

Вера Архипова

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *