Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Сургутри ентешсемпе онлайн ӑсталӑх урокӗ

Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ регионсенчи чӑваш наци культура автономийӗсенпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.
Юлашки вӑхӑтра онлайн-ҫыхӑну мелӗпе ӑсталӑх урокӗсем ирттересси йӑлана кӗчӗ.
Канмалли кунсенче те ахаль лармаҫҫӗ пирӗн пайташсем.
Акӑ, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче комитет хастарӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх пултарулӑх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Михайловна Васильева доцент Сургут хулинчи чӑвашсен «Туслӑх» наци культура автономийӗн ертӳҫине Татьяна Толстовӑна, Алевтина Васильевӑпа Ирина Мурзаковӑна чӑваш тӗррине тӗрлеме вӗрентрӗ, тӗрлӗ ҫӗвӗ вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗ. Ӑсталӑх урокӗ тухӑҫлӑ та кӑмӑллӑ иртрӗ. Тӗрленӗ май пӗр-пӗрин ӗҫ-хӗлӗпе те паллашма вӑхӑт пулчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *