Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чӑваш Кӗрешӗвӗ иртрӗ

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Ҫӗпрелте Совет Союзӗн Геройне Семен Уганина асӑнса йӑлана кӗнӗ чӑваш Кӗрешӗвӗ иртрӗ.
Кашни ҫул йӗркелекен ҫак турнира ЧНК президенчӗ Николай Угаслов пулӑшнипе ирттереҫҫӗ.
Хальхинче те кунта тӑватӑ регионтан кӗрешӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Пушкӑрт, Чӗмпӗр, Тутарстан тата Чӑваш Енрен пурӗ 8 команда хутшӑнчӗ.
Ӑмӑртӑва уҫма Шупашкартан ЧНК президенчӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов ҫитрӗ.
Ҫӗпрел районӗн ертӳҫипе Марат Гафаровпа пӗрле вӗсем спортсменсене Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламларӗҫ, пурне те ҫирӗп сывлӑх, кӗрешӳре ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Чӑваш наци Кӗрешӗвне йӗркелекенсем Николай Федорович Угаслова ялан ҫапла пулӑшса пынӑшӑн чунтан тав турӗҫ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *