Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Хисеплӗ ентешсем, хаклӑ ветерансем!

Сире пурне те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнипе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫулсем иртнӗҫем ҫак уявӑн пӗлтерӗшне, хакне хытӑран ӑнланса пыратпӑр, ӑна тата та пысӑкрах тимлӗх уйӑратпӑр.
Пурне те тӑнӑҫлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатӑп. Кашни ҫемьере ӑнлану, килӗшӳ, Туслӑх хуҫалантӑр.
Ветерансене уявра кӑна мар, яланах тимлӗх уйӑрар. Вӗсем ҫутӑ та тӑнӑҫлӑ пурнӑҫшӑн тӑрӑшса чылай терт курса асапланнӑ.
Нихӑҫан та вӑрҫӑ урӑх ан пултӑр.
Мирлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешсе хаяр ҫапӑҫусенче пуҫӗсене хунӑ паттӑрсем яланах халӑх асӗнче пулӗҫ.

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов.

9мая #деньпобеды #вечнаяпамятьгероямвов #вов #николайугаслов

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *