Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Шанăç паракан ятсем

14 Çу, 2021

Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ Иван Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа — 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнĕ ятпа регионсен шайĕнче «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ ирттерчĕ.

ЧНК вĕренӳ комитечĕн председателĕ, жюри членĕ Геронтий Никифоров пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк çыравçăсен пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар республикисенчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи шкул ачисемпе студентсенчен çĕр ытла хайлав килнĕ. Жюри ĕçсене тишкернĕ хыççăн 43 çĕнтерӳçĕпе призера палăртнă.

«Çĕнĕ хум» литература конкурсĕн çĕнтерӳçисемпе призерĕсене тата илемлĕ сăмахлăх ăсталăхне аталантарма пулăшакан вĕрентекенсене паян Шупашкар хулинче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чысларĕç. Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене аслă шкул ректорĕ Владимир Иванов саламларĕ, чи лайăх калав, сăвă, эссе çырса конкурсра палăрнă çамрăксем «шанăç паракан ятсем» пулнине палăртрĕ, малашлăхра вĕсенчен чăннипех те пултаруллă çыравçăсем ӳсессе ĕненнине каларĕ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *