Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ЧНК хăнисем Бассам аль-Балауи тата Виктор Чугаров пулчĕç

Паян конгресс хăнисем Палестина çĕршывĕнче çуралса ÿссе халĕ Чăваш Енре тĕпленнĕ общество деятелĕ Бассам аль-Балауи тата Виктор Чугаров кинорежиссер пулчĕç.
Тĕп калаçу чăваш халăхĕн пуласлăхĕ, чĕлхене сыхласа хăварасси, ытти халăхпа туслăн килĕштерсе пурăнасси тавра пычĕ.
Виктор Чугаров хăй ÿкернĕ кинофильмсем çинчен каласа пачĕ, малашнехи ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕ. Çитес вăхăтра «Чăваш чĕлхи» ятлă унăн тепĕр ĕçĕ кун çути курмалла.
Бассам аль-Балауи Лев Кураковăн ырă ĕç-хĕлне асра тытса ун çинчен те кинофильмсем ÿкересси пирки сăмах хускатрĕ.
Лев Пантелеймонович Кураков Чăваш наци конгресĕпе, унăн ертÿçипе Николай Федорович Угасловпа яланах туслă пулнă, çавăнпа та унпа çыхăннă фото-видеоматериал конгресс пресс-службин архивĕнче питĕ пуян упранса юлнă. Çак паха материала та видеофильмсенче усă курмалла тесе сĕнчĕç Анатолий Ухтияров вице-президентпа Зоя Яковлева пресс-служба ертÿçи.
Калаçу пĕр-пĕрне парнесем панипе вĕçленчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *