Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Президиумра Мӑн Канаш ларӑвне йӗркелесси пирки калаҫрӗҫ

Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.Тӗп ыйтусенчен пӗри- Мӑн Канаш ларӑвне йӗркелесе ирттересси пулчӗ. Конгресс президенчӗ Николай Угаслов кашни ҫул иртекен ларӑва кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 15.00 сехетре пуҫтарӑнасси пирки сасӑлама ыйтрӗ. Президиум пайташӗсем кунпа килӗшсе алӑ ҫӗклерӗҫ.Анчах та Николай Федорович Коронавирус чирӗнчен сыхланмалли майсене те манса каймалла маррине каларӗ. Зал […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Хӑнара Томск чӑвашӗ

Паян конгресс хӑни -Томск облаҫӗнчи чӑваш наци культура автономийӗн хастарӗ Анна Мульдиярова пулчӗ.Вӑл Ҫӗпӗрте ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Енри Канаш районӗнчен куҫса кайнӑ пулнӑ. Анна ҫапах та чат таса чӑвашла калаҫса ӳснӗскер, тӑван чӗлхепе аван калаҫать, хамӑр йӑла-йӗркене, культурӑна Томск тӑрӑхӗнче анлӑ сарас тӗлӗшӗпе мӑшӑрне, унти чӑваш пӗрлӗхне 26 ҫул ертсе пыракан Яков Ярушкович Мульдиярова […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресĕн «Чăваш тĕнчи» хаçачĕн çĕнĕ, çу уйăхĕнчи номерĕ пичетрен тухрĕ

Кăларăмра ЧНК Президенчĕн Николай Угасловăн «Ырă сăмаха шеллер мар» статьипе, Чăваш халăх писателĕн Юхма Мишшин тишкерÿллĕ статьипе, конгресс ĕçĕ-хĕлĕпе тата регионсенчен килнĕ çĕнĕ хыпарсемпе тĕплĕн паллашма май пур.Яланхиллех ку номер те Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политике массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе кун çутти курнă.Хаçата кăларма «Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕ Валентина Багадерова тата Нина Иванова калăплакан […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Çу уйăхĕн 29 -мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш Акатуйĕ кĕрлесе иртрĕ

Уява Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угасловпа конгресс хастарĕсем хутшăнчĕç.Акатуя пуçтарăннисене облаç кĕпĕрнаттăрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Русских, хула Пуçлăхĕ Сергей Панчин, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк, Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç.«Хаклă хăнасем! Акатуй вăл авалтан пыракан уяв. Эпир […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Мускавран килнĕ пысăк хăнасемпе тата Чăваш Ен ертÿлĕхĕпе тĕл пулчĕç

Паян, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсем енĕпе тимлекен комитечĕн председателĕпе, совет тата Раççей футболисчĕпе, тренерĕпе, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕпе, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕпе Валерий Газзаевпа, вăл ертсе пыракан ушкăнпа, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе, Патшалăх Думин депутачĕсемпе тата республика министрĕсĕмпе тĕл пулчĕç.Çавра сĕтелте Патшалăх наци политикин ыйтăвĕсене, […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Большой Акатуй на ленинградской земле объединил представителей чувашской диаспоры

В Ленинградской области состоялся традиционный праздник – Чувашский Акатуй. Его организаторами выступили Дом дружбы Ленинградской области и областное Чувашское культурное общество при поддержке местной администрации и Чувашского национального конгресса. На территории музея-усадьбы Приютино во Всеволожском районе праздник объединил все чувашские организации и чувашские творческие коллективы на ленинградской земле. Приветственную телеграмму землякам и всем участникам праздника […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн ларăвĕ

Воробьев композиторсен урамĕ, 10,Чăваш наци конгресĕн çурчĕ.2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ,17.30 сехет Кун йĕрки. 1.Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвĕнче пăхса тухмалли тĕп ыйтусем çинчен.2.Раççей Патшалăх Думин наци ĕçĕсен Комитечĕн председателĕпе В.Г.Газзаевпа тĕл пулни çинчен информаци. Награда пама тăратнă материалсене пăхса тухасси. Тĕрлĕ ыйту. Чăваш наци конгресĕн Ĕçтăвкомĕ

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Вĕри юнлă» поэтăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче уяв митингĕ иртрĕ

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕ чăваш литературине юратакансемшĕн пысăк уяв. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 131 çул çитрĕ. К.В.Иванов ячĕ, сумĕ –вилĕмсĕр. Вăл чăваш литературине çуллĕ шая çĕкленĕ поэт. Унăн ячĕ мĕн пур тĕнчери халăх умĕнче чаплă, мухтавлă, ĕмĕрсен ĕмĕрĕнче пурăнакан ят.Çак шухăша вилĕмсĕр поэтăн Шупашкарти палăкĕ умне пуçтарăннисем те палăртрĕç.«Эпир Константин Иванова нихăçан та манмастпăр. Паянхи […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«Кĕмĕл тенкĕсен ялтравĕ» куравĕ уçăлать

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче 16 сехетре Чăваш тĕррин музейĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн тата халăх ăстинсен маçтăрĕн Зинаида Ивановна Вороновăн «Кĕмĕл тенкĕсен ялтравĕ» куравĕ уçăлать.Кунта З.И. Вороновăн нумай çул хушши хăй аллипе шăрçа-тенкĕрен пуçтарнă чăваш тумĕн капăрлăхĕсене курма пулать. Вĕсене вăл авалтан килекен йăлана пăхăнса ăсталанă. Çав вăхăтрах хăй те мĕн те пулсан çĕннине […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ çĕртмен 24-мĕшĕнче иртӗ

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Правительство çуртĕнче Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Чăваш Енĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ уявне çулленех сумлă ирттереттĕмĕр, унта республика çыннисемсĕр пуçне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, республикăн ĕçлĕ партнерĕсем хутшăнатчĕç. Иртнĕ çул, паллă сăлтавсене пула, Республика кунне онлайн мелĕпе йĕркелеме тиврĕ. Кăçал вара, Роспотребнадзор ыйтакан условисене тĕплĕн шута […]